Выльӑх-чӗрлӗхе шута илме пулӑшаҫҫӗ
Республикӑри ветеринарсем ӗҫре сасӑ ассистентне усӑ курма пуҫланӑ. Вӑл мӗнпе паха пулнине эпир Муркаш тӑрӑхӗнчи выльӑх тухтӑрӗсенчен тӗпчесе пӗлтӗмӗр.
Ҫӗньял Муркаш ялӗнче пурӑнакан Геннадий Леонтьев патӗнче ветеринарсем час-часах пулаҫҫӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх сывлӑхне асӑрхасах тӑмалла. Хуҫалӑхри кашни пуҫа шута илнӗ, ҫакна хӑлхи ҫинчи бирка ҫирӗплетет. Мишка вӑкӑрӑн ҫеҫ ҫак паллӑ ҫук. Ветеринарсем хальхинче шӑпах ун патне килнӗ.
Мишукӑн та халӗ хӑйӗн номерӗ пур. Ӑна ветеринарсем ятарлӑ информаци тытӑмне кӗртеҫҫӗ. Ҫакна тума вӗсене телефона вырнаҫтарнӑ ӑслӑ программа пулӑшать.
Ҫакнашкал сасӑ ассистентне Раҫҫейре ветеринарипе агропромышленноҫ комплексӗнче пуҫласа ӗҫе кӗртнӗ. Вӑл ҫын калаҫнине тӗрлӗ шӑв-шавран уйӑрса илме, чарӑну паллисене, пусӑмсене тӗрӗс лартса тухма пултарать, пуплевӗ уҫӑ та таса. Хальхи технологисем ӗҫе самай ҫӑмӑллатнине палӑртаҫҫӗ специалистсем. Уйрӑмах - пысӑк хуҫалӑхсенче.
Саккунпа килӗшӳллӗн иртнӗ ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пурин те килти выльӑх-чӗрлӗхне маркировка тутармалла. Ҫакна валли бирка, чип е мӑйкӑч суйлама пулать. Унта ҫирӗплетнӗ номер тӑрӑх ветеринарсем выльӑх пирки йӑлтах пӗлсе тӑрӗҫ: ӑратне, ӑҫтан кӳрсе килнине, хуҫи камне, мӗнле прививкӑсем тунине тата ытти те.
Ҫак ӗҫе кашни муниципалитетрах ирттереҫҫӗ. Выльӑх-чӗрлӗхе ятарлӑ паллӑ лартни, ӑна информаци тытӑмне кӗртни унӑн куҫӑмне асӑрхаса тӑма, тӗрлӗ чир-чӗртен сыхланма кирлӗ, - теҫҫӗ республикӑн ветеринари службинче. Ӗне, лаша, сысна, сурӑх, качака, кайӑк-кӗшӗкпе кроликсем, пыл хурчӗсем - пурне те шута илеҫҫӗ.
Геннадий Леонтьев хуҫалӑхӗнче вара ҫывӑх вӑхӑтра йыш хушӑнасса кӗтеҫҫӗ. Ӗнесем пӑруласан ветеринарсем электронлӑ пулӑшаканӗпе кунта каллех хӑнана ҫитӗҫ.
Екатерина Фомина, Святослав Петров