Грипп ан сарăлтăр тесен…
Республикăра пурăнакансем кайăк-кĕшĕк грипĕ пирки илтмен мар. 2018-мĕш çулта Чăваш Енре 12 вырăнта инкек вучахне палăртнăччĕ. Ытларах Каçалпа Юхма тăрăхĕсем шар курнăччĕ. Çавăн пекех Елчĕк, Çĕрпӳ, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕсенче чир пулнăччĕ. Кăçал та ку мур республикăна çитес хăрушлăх пур.
Мари тата Удмурт Республикисем тата Киров облаçĕ. Вĕсене пĕрлештерекенĕ - кайăк-кĕшĕк грипĕ. Чăваш Республикинчен инçех мар вырнаçнă тăрăхсенче çу уйăхĕнче усал мур тупса палăртнă. Апла пулсан Чăваш Енре пурăнакансен те сыхăрах пулмалла.
АЛЕКСАНДР ШАКИН: «Çынсене калас килет, кам килте выльăх-чĕрлĕх усрать, кайăк-кĕшĕк усрать, интернетра илмелле мар, илмелле пасарсенче. Çавăн пекех урам тăрăх сутса çӳреме пултараççĕ йӳнĕ хакпа, çапах та вĕсен çавăн пекех илмелле мар, çапах та вĕсен ветсвидетельство çук пулсан чăх, кăвакал, хур тетпĕр вĕсене илмелле специализированный площадкăсенче, ветсвидетельство ăçта пур. Кайăк-кĕшĕксене ĕçтермелле мар юханшывсенчен, плотинасенчен, таса шыв ĕçтермелле. Çавăн пекех тирпейлесе тăмалла кăйăк-кĕшĕк тытнă вырăнсене, дезинфекци тумалла».