Выльăха маркăлани чир-чĕр сарăласран сыхлĕ
Пĕр уйăх каялла Раççей Президенчĕ Владимир Путин ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ чĕр чунсене маркăлассипе çыхăннă саккуна алă пусса çирĕплетнĕччĕ. Выльăха ятарлă паллă лартни мĕн тума кирлĕ? Ăна мĕнле меслетсемпе пурнăçлĕç? Паянхи номерте çак ыйтусен хуравне специалистпа пĕрле уçăмлатăпăр.
«Хыпар» ыйтăвĕсене ЧР патшалăх ветеринари службин ертӳçин çумĕ Николай Харитонов уçăмлатĕ.
— Выльăх-чĕрлĕхе ятарлă паллă лартассипе çыхăннă саккун хăçан вăя кĕрет? Ăна мĕнле тĕллевпе ирттереççĕ? Çак ĕçе хăш вăхăтра тата камсем пурнăçлĕç?
— Выльăха маркăласси пирки тахçанах сăмах пырать. Раççей Ял хуçалăх министерстви идентификацилемелли тата шута тăратмалли чĕр чунсен списокне 2016 çултах çирĕплетнĕ, анчах кăçалхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче кăна «Ветеринари çинчен» саккуна улшăнусем кĕртрĕç. Ун тăрăх, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ чĕр чунсене маркăласси çинчен калакан саккун 2023 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вăя кĕмелле. Çак ĕç хăçанччен тăсăлассине РФ Правительстви каярахпа палăртĕ. Саккуна кĕртнĕ улшăнусенчен çакă паллă: маркировкăна ерекен чир сăлтавĕсене тата çул-йĕрне тупса ăна сарăлма парас мар тесе ирттереççĕ.
Çакна палăртмалла: тискер тата шыв чĕр чунĕсене, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ выльăх шутне кĕмен килти чĕр чунсене те — вĕсен йышне кушакпа йытта та кĕртеççĕ — маркăламаççĕ.
Паллах, выльăха ятарлă паллă лартас ĕçе ветеринари специалисчĕсем пурнăçлĕç. Чăваш Енре те çапла пулĕ. Тĕрĕссипе, пирĕн республикăра çак ĕç кăçалхи çу уйăхĕнче пуçланнă та ĕнтĕ. Паянхи куна çак енпе Комсомольски, Канаш, Патăрьел районĕсенче ăнăçлă ĕçлеççĕ, маркăланă выльăх шутне ӳстерсех пыраççĕ. Хальхи вăхăтра 2500 ытла выльăхăн ятарлă паллă пур.
— Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ мĕнле чĕр чунсене паллă тăвĕç?
— Федерацин 221-мĕш саккунĕпе килĕшӳллĕн, маркăламалли чĕр чунсен списокне РФ Правительстви çирĕплетĕ. Тен, вăл Раççей Ял хуçалăх министерствин 2016 çулхи ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче çирĕплетнĕ списокĕпе пĕр килĕ. Ун тăрăх маркăламалли чĕр чунсен йышне лаша, ашак, мăйракаллă шултра выльăх, пăлан, тĕве, сысна, мăйракаллă вĕтĕ выльăх, кушакпа йытă, килти кайăк-кĕшĕк, ирĕкре пурăнман мамăк тирлĕ чĕр чун, кролик, пыл хурчĕ тата пулă кĕреççĕ. Ĕне кăна мар, зебу, буйвол, як та мăйракаллă шултра выльăх шутланаççĕ. Федерацин 221-мĕш саккунĕ тăрăх, килти чĕр чунсене маркăлама кирлĕ мар, анчах маларах Патшалăх Думинче килти чĕр чунсене, çав шутра кушакпа йытта, ятарлă паллă лартас тĕлĕшпе уйрăм саккун проекчĕ хатĕрлеме палăртнăччĕ. Çавăнпа эпир хальлĕхе кĕтетпĕр, анчах кăмăл тăвакансем халĕ те хăйсен килти чĕр чунне чип ларттарма пултараççĕ. Çавăн валли республикăри ветеринарин кирек хăш бюджет учрежденине пымалла. Вĕсен адресĕсемпе республика ветслужбин официаллă сайтĕнче паллашма пулать.
— Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ чĕр чунсене мĕнле меслетпе маркăлама палăртнă? Ăна кам шучĕпе ирттерĕç?
— Малтанах маркировка мĕнне ăнланар. Вăл — килти выльăх е чĕр чун кĕлетки çине пĕр-пĕр паллă лартни. Вăл куçа курăнакан, электронлă е ун пек те, кун пек те пулаять. Маркировка процедурипе тата идентификаци хатĕрĕпе уйрăлса тăрать. Тĕслĕхрен, курăнакан маркировка валли бирка, татуировка, тавро /клеймо лартасси/, кайăксем валли мăй çыххипе тата ункăпа усă кураççĕ. Выльăх ӳтне чип тата болюс лартни — электронлă меслет. Хутăш маркировка курăнакан тата электронлă майпа идентификациленекен меслетсене пĕрлештерет, ăна «RFID-метка» электронлă биркăпа ирттереççĕ.
Маркировка — тӳлевлĕ, унăн хакĕ хуçи хăйĕн выльăхне е чĕр чунне мĕнле меслетпе усă курса паллă тунинчен килет. Хальлĕхе, шел те, унăн хакĕ пирки тĕплĕ калаймастăп, вăтамран биркăшăн 5-250, ĕçшĕн 20-500 тенкĕ тӳлеме тивĕ. <...>
Вера ШУМИЛОВА.