Государственная ветеринарная служба Чувашской Республики Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби

Кÿкеçре часах приют хута каять

Кÿкеçре часах приют хута каять

Инкек курнисем хăйсене ял-хулара килсĕр йытăсем тапăнни çинчен патшалăх тата муниципалитет органĕсене час-часах пĕлтереççĕ. Анчах хальлĕхе çынсене вĕсенчен хÿтĕлеме çăмăл мар. Мĕншĕн?

Федерацин 2018 çулхи раштав уйăхĕнчи «Чĕр чунсемпе яваплă пуласси тата Раççей Федерацийĕн хăш-пĕр саккун актне улшăнусем кĕртесси çинчен» 498-мĕш саккунĕ сунарçăсене йытă-кушака вĕлерме чарать, вăхăтлăх приюта вырнаçтарма, унта сиплеме, стерилизациленĕ хыççăн тытса таврăннă вырăнах кайса яма ыйтать.

Шупашкарта 450 йытта вăхăтлăх вырнаçтармалăх приют пур-ха, анчах тăп-тулли - ытлашшине йышăнаймасть. Ытти хулапа районта вара çук, хуçасăр йытă-кушак пайтах. Ăна-кăна общество вырăнĕсенче çÿретме юрамасть - çынсем усрама иличчен приютсенче тытмалла. Çак ĕçе республикăра та йĕркелесшĕн. Сăмахран, Шупашкар районĕнчи чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станцире приют тума, ăна çулла хута яма палăртнă. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев акан 16-мĕшĕнче унта пулчĕ.

Кунта малтанхи тапхăрта - 15, республика бюджетĕнчен укçа уйăрма тытăнсан - 150, килес çултан 3 пине яхăн йытта йышăнасшăн. Приюта станци ĕçлесе илнĕ укçапа реконструкцилеççĕ. ЧР Пуçлăхĕ юсама республика бюджетĕнчен 8 млн тенке яхăн уйăрасси çинчен пĕлтерчĕ. Унăн пĕр пайне 200 йытă тытмалли 40 вольер тума, апат пĕçермелли, cтерилизaцилемелли, уртаракан чиртен вакцинацилемелли оборудовани тата сивĕтмĕш туянма ярĕç.

- Кирлĕ пулсан сиплĕпĕр, операци тăвăпăр, - терĕ ЧР Ветеринарин патшалăх службин ертÿçи Константин Викторов. - Карантина хупмалли, операци хыççăн вырнаçтармалли пÿлĕмсене те йĕркелетпĕр. Иккĕмĕш приют Шупашкарти Лапсар çулĕ çинче 733 йытăпа кушак валли пулĕ. Унăн проектпа смета документне çу уйăхĕнче хатĕрлесе пĕтереççĕ. Виççĕмĕш приют - Çĕмĕрле хулинче. Ăна çĕр лаптăкĕ уйăрнă, кадастр шутне кĕртессипе ĕçлеççĕ.

Олег Николаев Кÿкеçри «Импреса» общество ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашрĕ. Кÿкеç поселокĕпе района аталантарас ыйтупа канашлу ирттерчĕ. Унта РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хутшăнчĕç. Ветслужба ертÿçи Константин Викторов республикăри эпизооти лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ, ветеринарипе, выльăх ĕрчетессипе, чĕр чун чирĕсемпе кĕрешессипе çыхăннă ыйтусене хуравларĕ.

Райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталья Тимофеева, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район депутачĕсем социаллă объектсем тума республика бюджетĕнчен укçа уйăрас ыйтăва çĕклерĕç. Уйрăммăн илсен поселока колектор кирлĕ терĕç. Олег Николаев унăн проектпа смета документне хатĕрлеме Чăваш Ен бюджетĕнчен 12 млн тенкĕ уйăрса пулăшасси çинчен пĕлтерчĕ. Унăн районти ĕçлĕ çул çÿревĕ «Чурачикское» обществăн производствăна сармалли инвестици проекчĕсемпе паллашнипе вĕçленчĕ.



23 апреля 2021
11:30
Поделиться
;