Уртаракан чир вирусĕ этемпе юнашарах
Кăрлачăн 25-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Ершепуç ялĕнче уртаракан чир «вучахне» палăртнă. Федерацин «Ветеринари çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн кăрлачăн 27-мĕшĕнче яла карантина хупма йышăннă.
Икĕ уйăх хушшинче унта чĕр чунсемпе кĕме, вĕсене ялтан илсе кайма, йытă-кушака пухса курав йĕркелеме, сутма чарнă, ветеринари специалисчĕсем эпизоотие хирĕçле ĕçсем тата профилактика мероприятийĕсем пурнăçлаççĕ. Республикăн Патшалăх ветеринари служби Ершепуç ялĕнчи уртаракан чир «вучахне» пĕтермелли мероприятисен комплекслă планне хатĕрленĕ. Вăрнар районĕнчи чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станци ветеринарĕсем ăна çийĕнчех пурнăçлама тытăннă.
— Уртаракан чире мĕнле тупса палăртрăр?
— Кульцав ял тăрăхĕнчи ветеринари участокĕн ветфельдшерĕ Валентина Кузьмина кăрлачăн 25-мĕшĕнче планпа килĕшÿллĕн Ершепуçĕнчи кил хуçалăхĕсене кĕрсе выльăхпа йытă-кушака уртаракан чиртен вакцинациленĕ. Укол тунă чухне Ваньковсен килĕнчи йытă кăрлачăн 23-мĕшĕнче пăсарана тулласа вĕлернине пĕлнĕ. Çак тĕслĕх çинчен тÿрех районти чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станцие хыпарларĕ. Эпир Ершепуçне кайса пăсара виллине уртаракан чиртен тĕрĕслеме республикăн Ветеринари лабораторине 25-мĕшĕнчех леçрĕмĕр. Унтан пире пăсара уртаракан амакпа чирленине тепĕр кунне пĕлтерчĕç.
— Уртаракан чир «вучахне» пĕтермелли мероприятисен комплекслă планне пурнăçласа мĕнле ĕçсем турăр?
— Ваньковсен кил хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăх, сурăхсем, йытă тата кушак. Пирĕн ветфельдшер уртаракан амакран пурне те кăрлачăн 25-мĕшĕнче привика тунă. Ĕне выльăхĕпе сурăхĕсене унтан пĕлтĕр те иммунизациленĕ. Кăрлачăн 28-мĕшĕ тĕлне Ершепуç ялĕнчи 113 ĕнене, 59 сурăха, 88 йытта, 61 кушака вакцинацилерĕмĕр. Пирĕн специалистсем кил хуçалăхĕнчи амак «вучахне» дезинфекцилерĕç. Лабораторин Канашри уйрăмĕ вунă пробăна тĕрĕслесе эпир ĕçе пахалăхлă пурнăçланине çирĕплетрĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн специалистсем вырăнта карантин условийĕсене еплерех пăхăннине сăнаса тăраççĕ. Выльăха, йытă-кушака урамра çÿретме юрамасть. Амак «вучахне» палăртнă кил хуçалăхĕнчи чĕр чунсен сывлăхĕпе куллен кăсăкланатпăр, пурне те 14 талăкран иккĕмĕш хут вакцинацилетпĕр.
Амак «вучахĕнчи» çуртра пурăнакансем урнă пăсарана тулласа вĕлернĕ йытăпа хутшăннă. Вĕсен сывлăхĕ мĕнле?
— Чире чĕр чун организмĕнче палăртнăранпа вăл улшăнман, — пĕлтерчĕ телефонпа Вăрнар районĕн тĕп больницин инфекционисчĕ Надежда Николаева. — Пациентсен организмĕнче уртаракан чир аталанасран врач кăрлачăн 25-мĕшĕнчех профилактика мерисем йышăннă. Унтанпа вĕсен сывлăхĕнче уртаракан чир паллисене асăрхаман, хăйсене лайăх туяççĕ.
Вăрнар енчи тĕслĕх çав амак этемпе юнашарах çÿренине, унтан кашнин сыхланмаллине тепре çирĕплетет.