Государственная ветеринарная служба Чувашской Республики Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби

Вирус çулне çийĕнчех пÿлнĕ

Кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче уртаракан чир вирусне пĕтерес тĕллевпе карантина хупнă Етĕрне хулин микрорайонне сыватассипе çыхăннă ĕçсене вĕçленĕ.

Ăна, Ямоза, карантинтан кăларнă ĕнтĕ. Халĕ унта вирус сарăлас, амак чĕр чуна тата этеме инкек кăтартас хăрушлăх çук. Уртаракан чир йытта, кушака, выльăха вăрманта, уй-хирте пурăнакан чĕр чунтан ерет, çийĕнчех сипленмесен шала каять, организмра сиенлĕ патологи вăй илнĕрен вилĕм патнех илсе çитерет.

2020 çулхи чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Ямоз микрорайонĕнчи çынсем пурăнмалли çурт картишĕнче тилĕ виллине асăрханă. Ветспециалистсем унта çийĕнчех çитнĕ, тилĕ тушкине республикăн Ветеринари лабораторине илсе çитернĕ.

Хĕрлемес уртаракан амакпа чирленине палăртнă. Çакăн хыççăнах ЧР Пуçлăхĕн хушăвне пурнăçласа Ямоз микрорайонне амак вирусĕнчен тасатассишĕн карантина хупнă. Станци коллективĕ чир «вучахне» пăчлантарас тĕллевпе ЧР Ветеринари служби çирĕплетнĕ мероприятисене пурнăçланă. Уйрăммăн илсен кашни кил хуçалăхĕнчи выльăха, йытă-кушака кĕске хушăра чиртен вакцинациленĕ. Комплекслă планра палăртнă ытти меропритие те вăхăтра пурнăçланă.

— Районта уртаракан чире тупса палăртнă пĕр е икĕ тĕслĕхе кашни çулах шута илетпĕр, — пĕлтерчĕ станци пуçлăхĕ Виктор Скобелев. — Пĕлтĕр кушак тата тилĕ урнине регистрацилерĕмĕр. Тискер чĕр чун шучĕ кашни пилĕк çултан ÿснĕ пирки уртаракан чир сарăлас хăрушлăх та хушăнать. Тимлĕхе çухатмастпăр — хăрушă чир халăха инкек ан кăтарттăр тесе тивĕçлĕ мероприятисем вăхăтра пурнăçлатпăр. Сăмахран, пирĕн ветеринарсем тата сунарçăсем тилĕ ĕрчекен вырăнсене амак вирусне пĕтермелли вакцина кашни çулах хурса тухаççĕ. Вăл чĕр чуна чиртен хÿтĕлет. Çак ĕçĕн усси пысăк.

Вирус вăрмантан е уй-хиртен çынсем пурăнакан çĕре ан куçтăр, мĕн пур йышши хуçалăхсен чĕр чунĕ уртаракан амакпа ан чирлетĕр тесен тилĕ шутне ÿстерсе яма юрамасть. Çакна ветеринарсем лайăх пĕлеççĕ, çавăнпа хĕрлемес йышне çуллен пĕчĕклетсех тăма, сунарçăсене çак ĕçе йĕркелемешкĕн бюджетран укçа кирлĕ чухлĕ уйăрма сĕнеççĕ.



22 января 2021
13:36
Поделиться