Государственная ветеринарная служба Чувашской Республики Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби

Африка мурĕнчен хÿтĕленеççĕ

Африка мурĕнчен хÿтĕленеççĕ

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станцие 2020 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче телефонпа шăнкăравласа «Балхаш» сунар хуçалăхĕ усă куракан вăрманта хир сыснин виллине тупнине пĕлтернĕ. Районти ветеринари специалисчĕсем çав кунах унта тухса кайнă, хир сыснин виллинчен илнĕ биоматериала республикăн Ветеринари лабораторине илсе çитернĕ. Унта мур вирусне тупса палăртнă хыççăн хăйĕн диагнозне çирĕплетме биоматериала Владимир хулинчи чĕр чун сывлăхне хÿтĕлекен центра ăсатнă. Унта мур вирусĕн генетика материалĕ пуррине федераци учрежденийĕ те ĕнентернĕ.

— Сысна виллине вăрманта вырттарма юрамасть. Ăна хăрăк турат кăвайчĕ çинче çунтарса ятăмăр, — пĕлтерчĕ станци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталья Ванюшкина. — Кĕлне хлорлă извеçпе хутăштарса, çĕре икĕ метр тарăнăш алтса чикрĕмĕр, вилене тупнă тата сыснасем апатланнă вырăнсене хлорлă извеç сапса инфекцие пĕтертĕмĕр. Районсен хушшинчи Çĕмĕрле ветлабораторийĕн специалисчĕсем пирĕн ĕçсен пахалăхне тĕрĕслерĕç, вĕсене инструкцие пăхăнса тата пахалăхлă пурнăçланине çирĕплетрĕç. Вируспа еплерех кĕрешнине республика Ветслужбин тата ветлабораторин специалисчĕсенчен йĕркеленĕ комисси тишкерчĕ, тĕплĕ сĕнÿсем пачĕ.

Раштавăн 30-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ сунар хуçалăхĕ йышăннă вăрманти эпизоотика вырăнне, чир хăратакан пĕрремĕш тата иккĕмĕш зонăсене карантина хупасси çинчен хушу кăларнă, амак сарăласран вĕсенче пурнăçламалли мероприятисене палăртнă, ЧР Ветеринари службине мур «вучахне» пĕтермелли ĕçсене çирĕплетме хушнă. Чирпе кĕрешмелли плана Хĕрлĕ Чутай районĕнчи чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станцие ярса панă.

— Ăна çийĕнчех пурнăçлама тытăнтăмăр, — терĕ Наталья Ванюшкина. — Атнар тата Питĕркасси ял тăрăхĕсен администрацийĕсен специалисчĕсем, ветеринари службин ĕçченĕсем амак сарăлассипе хăратакан пĕрремĕш тата иккĕмĕш зонăсенче ветслужба çирĕплетнĕ мерăсене еплерех пăхăннине тĕрĕслерĕç, ял хуçалăх ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç, асăннă зонăсенчен районти ытти яла, районпа респубика тулашне сысна е унăн ашне илсе кайма юраманнине ăнлантарчĕç. Çынсем кил хуçалăхĕсенче амак вирусне палăртичченех хĕлле сысна усраманнине пĕлтерчĕç. Ялсене карантина хупнă хыççăн çулталăк хушшинче ăна ĕрчетме тĕллев лартмалла мар терĕмĕр.

Пĕрремĕш тата иккĕмĕш зонăсен хушшинчи çул çинче ветслужбăн тата полицин пĕрлехи посчĕ кунĕпе-çĕрĕпе тăрать, чир сарăлассипе хăратакан ялсенчен, мур «вучахĕнчен» сысна е аш турттарса каякансене шлагбаум умĕнче тытса чарать. Дежурствăна ветспециалистсемпе полици сотрудникĕсем черетпе хутшăнаççĕ.

Мур ытти хир сыснине те, ял хуçалăхĕнчи сыснана та ерме пултарать. Çакна шута илсе кăçалхи кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕччен «Балхаш», «Вишинерское», «Красночетайское» сунар хуçалăхĕсем тытса тăракан вăрман лаптăкĕсенчи хир сыснисен йышне пĕчĕклетме тĕллев лартнă.

— Вирус тупнă лаптăксене, сыснасене апатлантармалли вырăнсене тепĕр хут дезинфекциленĕ хыççăн тата вĕсен йышне пĕчĕклетнĕ хыççăн кăна территорисене карантинран кăларма йышăнĕç, — ăнлантарчĕ ĕç планĕпе Наталья Ванюшкина.

Мур «вучахне» сиенсĕрлетес ĕç мĕнлерех пынине ЧР Ветеринари служби тата район администрацийĕ çирĕп тĕрĕслесе тăраççĕ.



20 января 2021
09:06
Поделиться
;