Государственная ветеринарная служба Чувашской Республики Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби

Хуçасăр йытăсемшĕн кам яваплă?

Сире кĕрт йыттисем тапăнман-и? Вĕсенчен Турă сыхлатăрах! Мана Шупашкарта икĕ хутчен хăратрĕç...

Ушкăнланакансене телефонпа «историе» кĕртсе хăвараççĕ. Тĕслĕхрен, иртнĕ уйăхра Çĕрпÿ урамĕпе пынă водитель видеорегистраторпа ÿкернине интернета вырнаçтарнă та — малтан питех пĕлмен хула тĕнче тетелĕнче туххăмрах сарăлчĕ. Общество вырăнĕнче сăмсалăхсăр, касмăк «пăявĕсĕр», хуçисĕр çÿресе çынсене хăрушлăха кĕртеççĕ. Çав йытăсене тÿрех пăхса тăманнисен, хуçисемпе пĕрле çÿретменнисен категорине кĕртеççĕ. Иртен-çÿрене инкек ан кăтартчăр тесе вĕсене вăхăтлăха хупса усрамалли пункта вырнаçтармалла. Чĕр чун хуçисен ЧР Министрсен Кабинечĕн 2012 çулхи çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинчи хуласенче, çын пурăнакан ытти вырăнта йытă тата кушак усрамалли йĕрке» 261-мĕш йышăнăвне пăхăнмалла - йытта хăйне çеç ирĕке кăларса ямалла мар, кил хуçалăхĕнче е хваттерте хупса усрамалла.

Халĕ те çĕршывра йытă усрассипе тата ирĕке кăларса янисене тытса хупассипе çыхăннă ыйтусене совет тапхăрĕнче регламентациленĕ РСФСР Министрсен Совечĕн йышăнăвĕпе, РСФСР Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, Юстици, Сывлăх сыхлавĕн тата Ял хуçалăх министерствисен, Роспотребсоюзăн правилисемпе тата инструкцийĕсемпе килĕшÿллĕн пăхаççĕ. Вĕсем нумай енĕпе паянхи пурнăçа тивĕçтермеççĕ, çапах Раççей саккунĕсене хирĕçлемен пирки вăйрах тăраççĕ. «Федерацин йытă усрассине, хуçасăррисене тытса хупассине йĕркелемелли урăх саккун çук, - терĕ республикăн Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов. - ЧР Министрсен Кабинечĕн 2012 çулхи çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинчи хуласенче, çын пурăнакан ытти вырăнта йытă тата кушак усрамалли йĕрке» 261-мĕш йышăнура çав чĕр чунсене пуçласа еплерех шута илтермеллине, çĕнĕрен регистрацилеттермеллине, мĕнле пăхмаллине уçăмлатнă, çак йĕрке йытă-кушак хуçисене те, юридици организацийĕсене те пĕрешкелех пырса тивнине палăртнă».

Ял е хула тăрăхĕсенче ирĕкре çÿрекен йытăсене мĕнле тытса хупаççĕ тата ăçта вăхăтлăха хупса усраççĕ? Чăваш Енĕн 2006 çулхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене патшалăхăн хăш-пĕр тивĕçне шанни çинчен» 55-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн ял е хула тăрăхĕсен администрацийĕсене хуçисем пăхса тăман чĕр чунсене тытса хупма тата хуçисене шыраса тупиччен виçĕ кун пăхса тăма полномочи панă.

ЧР Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин территорийĕнчи хуçасăр чĕр чунсене тытса хупассипе тата пăхса тăрассипе çыхăннă мероприятисене пурнăçласси çинчен» 204-мĕш йышăнăвĕ те вăйрах. Ăна çирĕплетиччен патшалăхăн тивĕçлĕ органĕсемпе, ЧР Прокуратурипе килĕштернĕ.

Çапла вара урамра, общество вырăнĕнче хуçасăр, сăмсалăхсăр, касмăк «пăявĕсĕр» çÿрекен йытăсене тытса ятарлă вырăна хупассине, унта пăхса тăрассине ял е хула тăрăхĕн администрацийĕ йĕркелет. Унăн 204-мĕш йышăнăва пурнăçласа çынсен ыйтăвне тивĕçтермелле - йытă-кушака тытса хупакан специализациленнĕ организаципе килĕшÿ çирĕплетмелле, ăна хуçасăр миçе йытта шута илнине тата вĕсене ăçта тытмаллине çырса саккас-наряд памалла.

Çынсен, юридици сăпачĕсен администрацие çитерекен çырура е çăхавра ирĕкре чупакан чĕр чун тĕсне, пысăкăшне, ăратне, тыткаларăшне, ăçтине палăртмалла. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕн вăхăтлăха хупса усрама ятарласа вырăн /приют/ тутарма ирĕк пур. Специализациленнĕ организацин маларах палăртнă 204-мĕш йышăнупа килĕшÿллĕн вĕсене хуçисене тавăрса париччен усрамалли пункт пулмаллах.

Общество вырăнĕнче ирĕккĕн çÿрекен йытăсене совет тапхăрĕнче пăшалтан персе вĕлерттеретчĕç. Сунарçă валли патронсем туянма укçа уйăрнă та - ыйтăва пĕр кунрах татса панă! Патшалăх юлашки çулсенче халăха чĕр чунсене юратма вĕрентет. Вĕсене гуманизм принципне тĕпе хурса йышăнмалла теççĕ. Тĕрĕс калаççĕ. Пăшалтан персе вĕлерме чарчĕç.

Ял е хула тăрăхĕн администрацийĕ специализациленнĕ организаципе ĕçлеме тытăннăранпа çапкаланчăк йытăсемпе кĕрешмешкĕн вырăнти бюджетран укçа уйăрмасть. Министрсен Кабинечĕн 2017 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнчи 136-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн республикăн патшалăх полномочийĕсене пурнăçлама - ял-хулана хуçасăр чĕр чунсенчен тасатма - вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене субвенци параççĕ. Район-хула муниципалитечĕсем ЧР Патшалăх ветеринари службине кашни кварталта миçе йытă-кушак тытмаллине тата вăхăтлăха хупса усрамаллине пĕлтереççĕ. Специализациленнĕ организаци саккас-наряда пурнăçланă хыççăн çеç служба субвенци куçарать.

Йытă-кушака тытса хупассипе, вăхăтлăха пăхса усрассипе çыхăннă ĕçе пурнăçлама пĕлтĕр республика бюджетĕнчен муниципалитетсене 1765800 тенкĕ уйăрма пăхнă, анчах районсемпе хуласем 1548490 тенкĕпе е 87,7% çеç усă курнă. Специализациленнĕ организацирен ял е хула тăрăхне автомашинăпа пырса чĕр чун тытнăшăн, ăна ятарлă пунктра вăхăтлăха хупса усранăшăн, мĕн чухлĕ кирлине шутланăшăн кашни муниципалитета субвенци мĕн чухлĕ куçарнă? Улатăр районĕ - 800 тенкĕ /малтан палăртнин 8,2%/, Элĕк - 119900 /100%/, Патăрьел - 244400 /100%/, Вăрнар - 41100 /100%/, Йĕпреç - 38903 /56,1%/, Канаш - 52000 /100%/, Куславкка - 20887 /42,6%/, Комсомольски - 5579,2 /8,3%/, Красноармейски - 3900 /100%/, Хĕрлĕ Чутай - вырăнтан ыйтманнипе республика хыснинче пăхса хăварман, Сĕнтĕрвăрри - 37100 /100%/, Муркаш - 76100 /100%/, Пăрачкав - 12500 /100%/, Вăрмар - 1994,8 /22,2%/, Çĕрпÿ - 21300 /100%/, Шупашкар - 139500 /100%/, Шăмăршă - 2900 /100%/, Çĕмĕрле - 800 /6,3%/, Етĕрне - 800 /2,3%/, Елчĕк - 39900 /100%/, Тăвай - 33400 /100%/, Улатăр хули - 12099,5 /66,1%/, Канаш хули - 84800 /100%/, Çĕнĕ Шупашкар - 257224,6 /89,9%/, Шупашкар - 179200 /100%/, Çĕмĕрле хули - 121400 тенкĕ /100%/.

Вулакансем çак цифрăсене танлаштарса хăш-пĕр пĕтĕмлетÿ тума пултараççĕ. ЧР Патшалăх ветеринари службин 2018 çулхи утă уйăхĕнчи 201-мĕш хушăвĕпе пăхса тăман кашни чĕр чуна тытассипе тата виçĕ талăк пăхса тăрассипе çыхăннă тăкака саплаштармалли норматива 882,8 тенкĕ таран /вăл шутра 597,4 тенкĕ - чĕр чуна тытма, 285,4 тенкĕ - виçĕ талăк пăхса усрама/ хăпартнă.

Специализациленнĕ организацисем иртнĕ çул Чăваш Ен хыснинчен уйăрнă укçапа муниципалитетсенче миçе чĕр чуна /служба пĕлтернĕ информацире йытта, кушака е ыттине уйрăммăн палăртман/ тытса хупнă? Улатăр районĕ - паллă мар, Элĕкпе Вăрнар - 242-шер, Патăрьел - 496 /аван цифра/, Йĕпреç - 76, Канаш - 174, Куславкка - 45, Комсомольски - 8 /килсĕр чĕр чун çакăн чухлĕ çеç-ши?/, Красноармейски - 6 /?!/, Хĕрлĕ Чутай - 0, Сĕнтĕрвăрри  - 89, Муркаш - 145, Пăрачкав - 34, Вăрмар - 2 /?!/, Çĕрпÿ - 54, Шупашкар - 352, Шăмăршă - 7 /?!/, Çĕмĕрле - 0, Етĕрне - 0, Елчĕк - 66, Тăвай - 63, Улатăр хули - 35, Канаш хули - 342, Çĕнĕ Шупашкар - 439, Çĕмĕрле хули - 272, Шупашкар хули - 490, республикипе - 3679 /çак шутран 393-шне специализациленнĕ организацисенче виçĕ талăк пăхса тăнă/.

Танлаштарма: республикăра 2015 çулта - 4707, 2016 ç. - 3651, 2017 çулта 3010 тытса хупнă. Чĕр чуна тытассипе, хупса усрассипе çыхăннă ĕçе пурнăçланă чухне 2014 çулта - 184700, 2015 ç. - 666360, 2016 ç. - 433690, 2017 çулта 597340 тенкĕпе усă курнă. Çав çулсенче республика хыснинчен уйăрма пăхнă укçаран 40,1-95,4% ĕçе кĕртнĕ - бюджетра пăхса хунипе туллин усă курайман.

Çÿлте илсе кăтартнă цифрăсенчен вăл е ку районти ялта вăтамран миçе чĕр чун тытса хупнине шутласа пĕлме пулать. Хăш-пĕр районта ĕçе начар йĕркеленĕ. Ирĕкре çÿрекен, хуçасăр, сăмсалăхсăр, касмăк «пăявĕсĕр» йытăсем этеме кирек хăçан та инкек кăтартма пултараççĕ. Ял е хула çыннисем чĕр чунсен çав категорине пĕчĕклетме вырăнти хăй тытăмлăх органĕнчен кирек хăçан та ыйтма право пур. Хамăр пурнăçшăн, сывлăхшăн хамăрăнах тăрăшмалла, пирĕн хăрушсăрлăха пирĕнех тивĕçтермелле. Хуçасăр чĕр чунсене тытса хупакан специализациленнĕ организацие кашни районта тенĕ пекех йĕркеленĕ. Укçа ĕçлесе илессишĕн кирек хăш яла çитеççĕ. Администрацисем саккас паччăр çеç. Хăрушсăрлăха тивĕçтересси чи малтанах чĕр чун хуçисенчен килет. Вĕсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çынсен умĕнчи яваплăха пĕр самантлăха та манас марччĕ.

Сергей СКВОРЦОВ, Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин ертÿçи:

- Эпир планланă тата маларах палăртса хуман мероприяти чылай ирттерсе республика муниципалитетсене шанса панă патшалăх тивĕçĕсене - пăхса тăман чĕр чунсене тытассипе, вăхăтлăха пăхса тăрассипе çыхăннă ĕçсене - еплерех пурнăçланине тĕрĕслесе тăратпăр. Çавăн пекех служба республика районсен хăй тытăмлăх органĕсене шанса панă патшалăх полномочийĕсене - пăхса тăман чĕр чунсене тытса специализациленнĕ организацисене хупассине - йĕркеленĕ чухне ял тата хула тăрăхĕсене субвенци мĕн чухлĕ кирлине шутласа пĕлессипе тата ăна вырăнти бюджетсене çитерессипе çыхăннă ĕçе еплерех пурнăçланине тĕрĕслет. 2019 çул валли Чăваш Ен хыснинче субвенци 1765800 тенкĕ пăхса хунă, унпа общество вырăнĕсенче тимлĕхсĕр çÿрекен 5704 чĕр чуна вăхăтлăха тытса хупма палăртнă.

   «Хыпар» хаçат.                                                                               Юрий МИХАЙЛОВ.



газета "Хыпар" (вторник, 12 марта 2019 года, № 27)
13 марта 2019
10:13
Поделиться