Тухтăр сĕнĕвĕ: кайăк грипĕнчен асăрханма пĕлмелле
Чăваш Енри тăватă районта ÿкнĕ кайăксен грипне тупса палăртнă. Икĕ районта карантин йĕркеленĕ. Этемшĕн çак чир хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Кайăк-кĕшĕк грипĕнчен мĕнле асăрханмаллине 2-мĕш Хула ача-пăча больницин инфекци пайĕн заведующийĕ Надежда Жукова каласа кăтартнă.
Çак муртан сыхланма темиçе правилăна пăхăнмалла:
— килти тата тискер кайăксен виллисене те, чĕррисене те тытма юрамасть;
— тискер кайăксем ишме пултарнă шыва кĕме юрамасть, çавăн пекех ĕçме те;
— çăмартана 10 минутран кая мар пĕçермелле;
— аша 100 градус температурăра 30 минутран кая мар хатĕрлемелле;
— кайăк-кĕшĕк какайне тата çăмартана лавккара кăна туянмалла.
Килти кайăк-кĕшĕк кăна мар, кăвакарчăн, çерçи, ула курак, чарлан, кăвакал, чана тата ытти кайăк та хăрушлăх кăларса тăратма пултараççĕ. Çак амак паллисем çынра темиçе сехетрен пуçласа 5 талăкчен палăраççĕ:
— шăнтать;
— пуç ыратать;
— ÿт температури 38 градусран пуçласа тата пысăкрах пулаять;
— пыр ыратать, нÿрĕ ÿслĕк аптăратать, юн та тухма пултарать.
"Хăвăр тĕллĕн сипленмелле мар, тухтăр патне васкамалла е киле чĕнмелле! Хăвăр сывлăха та, çывăх çынсенне те упрăр!" — асăрхаттарнă Надежда Жукова.