Утă хатĕрлеççĕ, сенаж хываççĕ
Уяр, типĕ çанталăкпа усă курса республикăри хуçалăхсенче хĕрсех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче тенĕ. Аш-какай, сĕт ытларах илес тесен утă, сĕтеклĕ апат çителĕклĕ янтăламалла.
Етĕрне районĕнче уй-хир каллех ĕç шавĕпе тулнă. Хуçалăхсенче нумай çул ÿсекен курăксене çулаççĕ, утă хатĕрлеççĕ, сенаж, силос хываççĕ. Утă уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсем 3799 гектар çинчен ешĕл курăк çулнă. Утă — 2600 /палăртнин 52,6 проценчĕ/, сенаж 2100 /21,9/ тонна янтăланă. Условлă выльăх пуçне 6,6 апат единици тивет.
В.И. Чапаев ячĕллĕ ăратлă лаша завочĕ утçине хатĕрленнĕ май çулнă курăка типĕтсе пуçтарма ятарлă техника туяннă. Юрий Пантилов механизатор утта чĕркемлет. Хирти мĕн пур ĕçе механизациленĕ май чăрмавсем çук темелле. Çывăх вăхăтра лаптăксем пушанмалла кунта.
Ку тăрăхри «Родина» пĕрлешÿре нумай çул ÿсекен курăксене 140 гектар ытла çулнă.
— Çанталăк уяр тăнă май выльăх апачĕ хатĕрлесси те кал-кал пырать. Кăçал иртнĕ çулхинчен ытларах та янтăласшăн, — палăртать хуçалăхăн тĕп агрономĕ Евгений Григорьев. — Ăна валли техника, ĕçлекенсем çителĕклех.
Уй-хирте Евгений Аракчеев, Валерий Капитонов, Николай Сухарев механизаторсемпе Владимир Соколов, Рюрик Соколов водительсем иртен пуçласа каçченех тăрăшаççĕ.
— Çанталăк çумăра кайиччен ĕçе вĕçлесчĕ, — теççĕ вĕсем.
«Герой» пĕрлешÿре те 300 тонна ытла утă типĕтнĕ. Ĕçченсем иртен пуçласа каçченех хирте. Николай Бойкин, Сергей Александров, Сергей Ананьев, Вячеслав Яндышев механизаторсем курăка çулса типĕтнĕ май Евгений Николаев, Эдуард Васильев водительсем фермăпа юнашар управа турттараççĕ.
Канаш районĕнче нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ 4926 гектар пушаннă. Утă 2838 тонна типĕтнĕ е 83,3 процент. Ĕçченсем сенаж, силос та хываççĕ. Условлă выльăх пуçне 8,6 апат единици тивет. Ку республикăн вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах. З.Ш.Санзяпов, В.В.Петров фермерсем тата ытти хуçалăх çак ĕçе лайăх йĕркеленĕ.
— Çанталăк уяр тăнă май вăхăтпа туллин усă курмалла. Ытти çул утçи çумăрлă килнĕрен çулнă курăка типĕтеймесĕр хиртех хăварни те пулнă, — теççĕ аграрисем.
Киров ячĕллĕ ЯХПК хирĕнче «Е-301» комбайн хуçаланать — клевер çулса вĕтетет. Икĕ техника ăна Атнашри сĕт-çу фермине, сенаж хывма турттараççĕ. Хальлĕхе кунта сĕтеклĕ апата — 500, утă 150 тонна янтăланă. Районĕпе кăçал утă — 3409, сенаж — 12286 тонна хатĕрлемелле.
Елчĕк районĕнче те ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче нумай çул ÿсекен курăксене çуласси вĕçленсе пырать. Вĕсем 9912 гектар йышăннă, çав шутра 1900 гектара кĕтÿ кĕтме, вăрлăх туса илме уйăрнă. Ытти лаптăкра выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Хальхи вăхăтра 7890 гектар ытла çулнă ĕнтĕ. Утă — 4780 /45,3 процент/, сенаж 17429 /54,7/ тонна хатĕрленĕ. «Победа», «Комбайн» хуçалăхсенче ку енĕпе лайăхрах ĕçленине палăртмалла. Акă\«Победа» тулли мар яваплă пĕрлешÿре 3000 тонна сенажа, 300 тонна утта виçшер кунра хывса пĕтернĕ. Ытти тăрăхра та тăрăшса вăй хураççĕ. Условлă выльăх пуçне 9,6 апат единици тивет.
Утă уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне республикăри аграрисем нумай çул ÿсекен курăка 60 пин гектар çинчен çулнă е 60 процент /2017 çулта — 43 пин гектар е 43 процент/. 42,4 пин тонна утă типĕтнĕ /палăртнин 40,7 проценчĕ/. Сенаж 79,2 пин тонна хывнă /33,5 процент/.
Йĕпреç районĕнче 850 тонна силос, Куславкка, Муркаш, Вăрмар районĕсенче 128 тонна витамин-курăк хутăшне хатĕрленĕ. Республикăра 1 условлă ĕне выльăх пуçне 6,9 апат единици тивет /иртнĕ çул — 4,8/.