Ветслужба тӑрӑшни харама каймасть
Республикӑри мӗн пур йышши хуҫалӑхсем мӗнле сӗт сутаҫҫӗ, унӑн пахалӑхне лайӑхлатассишӗн патшалӑхӑн тивӗҫлӗ органӗсем мӗн тӑваҫҫӗ? «Хыпар» ыйтӑвӗсене ЧР патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи Сергей Скворцов хуравлать.
-Ветслужбӑна пӑхӑнса тӑракан учрежденисенчен пахалӑха тимлӗрех тӗрӗслеме, уйрӑммӑн илсен кил хуҫалӑхӗсенчен пуҫтаракӑн сӗте лабораторире тӗпчемешкӗн пӗчӗк савӑтсене илме ыйтатпӑр. Пирӗн специалистсем ĕне усракансенчен продукци сутнӑ чухне ветеринари-санитари йӗркине пӑхӑнма, пахалӑха хӑпартма, сӗтӗн сутлӑх хакне хӑйсене ҫырлахтармалла йӗркелеме ыйтаҫҫӗ.
-Пахалӑха мӗнле аппаратсемпе тӗрӗслетӗр?
-Лактан 1-4М, Клевер-2, Ареометр, Соматос.
-Сӗте шыв хушнине хӑшӗ палӑртать?
-Клевер-2. Ун пек тӗслӗхсене кил хуҫалӑхӗсенчен пухнине тӗпченӗ хыҫҫӑн шута илнӗ. Чӗрӗ сӗт Таможня союзӗн «Ҫимелли продукции хӑрушсӑрлӑхӗ ҫинчен» тата «Сӗтпе унран хатӗрленӗ юр-вар хӑрушсӑрлӑхӗ ҫинчен» техрегламентсене тивӗҫтернине ытти йышши анализаторпа та тӗпчесе уҫӑмлататпӑр. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне патшалӑх ветучрежденийӗсен 119 аппарат пулнӑ. Халӑхран сӗт пуҫтаракан юридици сӑпачӗсен, уйрӑм предпринимательсен - 239.
-Сӗте унта-кунта куплен турттараҫҫӗ. Пӗр вырӑнтан тепӗрне куҫаракансен мӗнле йӗркене пӑхӑнмалла?
-Вӑл ҫӳлте асӑннӑ регламентсене тивӗҫтерсен ҫеҫ продукци ҫаврӑнӑшне йӗркелеме юрать. Ҫула тухакан водителӗне сӗте турттарса кайма шаннӑ ҫыннӑн ҫумра регламентсемпе килӗшсе тӑнине ҫирӗплетекен документ пулмалла.
- Пулмасан?..
-23 ҫынна административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Вӗсене штраф 60500 тенкӗлӗх тӳлеттернӗ. Хальхи вӑхӑтра Йӗпреҫ, Куславкка, Вӑрмар районӗсенче рейд ирттеретпӗр.
- Ветучрежденисемен кӑсалхи 7 уйӑхри пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштараймр-и?
- Вĕсен лабораторийĕсенче ĕне сĕчĕн - 420, качакан 3 тĕслĕхне тишкернӗ. Пурте регламентсемпе шайлашӑнаҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑна 75223 тонна сӗт турттарса килнӗ, пирӗн патран 146244 тонна ӑсатнӑ. Этеме сиен кӳме пултаракан 1,5 тонна сӗтпе унран хатӗрленӗ юр-вара сиенсӗрлетсе утилизациленӗ.
-Унӑн сорчӗпе ҫу хисепӗ мӗнле шайра?
-Асӑннӑ кун тӗлне заводсене леҫнӗ пӗтӗм продукции 45,06% - чи пахи, 54,52 % - 1-мӗш сортлӑ, 0,42% - 2-мӗш сортлӑ, 99,12% сивӗтнӗ. Ҫу хисепӗ вӑтамран - 3,65%, белок кӑтартӑвӗ - 3,06%. Иртнӗ ҫулхи кӑрлач- ҫӗртме уйӑхӗсемпе танлаштарсан заводсем чи пахине 7,74% нумайрах йышӑннӑ. Пахалӑх енӗпе чи лайӑх кӑтартусем Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗсен.
-«Эпир кил хуҫалӑхӗнче туса илекен сӗт пахалӑхне лайӑхлатрӑмӑр. Аннах продукци пуҫтаракансемпе заводсем палӑрмаллах хушса тӳлемеҫҫӗ», - тенине час-часах илтетӗп. Ҫапах ырӑ улшӑнусем пур-и?
-Республика Пуҫлӑхӗ Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура продукци пахалӑхне лайӑхлатма хушнӑ хыҫҫӑн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ветучрежденисем ҫак ӗҫе кил тата фермер хуҫалӑхӗсен хушшинче вӑй- латрӗҫ. Эпир вӗсене продукци пухакан тытӑмсемпе килӗшӳ тума пулӑшатпӑр. Ӑна ҫирӗплетнӗ чухне ӗне усранӑран кил хуҫалӑхӗ тӳсекен тата продукци параканпа туянакан ӗҫлесе ҫитереймен пирки пулакан тӑкаксем, ҫупа белок хисепӗ, тӗп вырӑнта пулмалла. Ҫур ҫулта 9253 килӗшӳ тунӑ.
-Ҫу хисепне кура ҫӗнӗрен шутласа тӳлекенсем пур-и?
-Элӗк, Комсомольски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ районӗсенче шӑпах сапла тӑваҫҫӗ.
Юрий Михайлов калаçнӑ.