Уртаракан чиртен сыхланăр
Юлашки вăхăтра республика территорийĕнче килти выльăхсемпе тискер чĕр чунсене уртаракан чир ертнĕ тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Çак амак çынна выльăхсенчен, йытăсемпе кушаксенчен ерет. Çавна май этем сывлăхĕшĕн те хăрушă. Унăн вирусĕсем нерв тытăмне лексе организма хавшатаççĕ. 2015 çулта республикăра чĕр чунсем уртаракан чирпе чирленĕ 72 тĕслĕхе шута илнĕ. Вĕсен шутĕнче: тилĕсем 53 тĕслĕх (75 процент), йытăсем 8 тĕслĕх, кушаксем —9, пăсара тата мăйракаллă шултра выльăх — 1-ер тĕслĕх. Ку тĕслĕхсене Етĕрне, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай, Шупашкар, Муркаш, Канаш тата Çĕрпỹ районĕсенче тупса палăртнă. Пирĕн районта ку евĕрри пулман. Пирĕн таврара уртаракан чире ытларах тилĕсем сараççĕ. Вĕсем яла пырса ачасене, выльăх-чĕрлĕхе, йытăсене çыртнă май, сĕлекипе варалаççĕ. Вирус кашни организмра тĕрлĕрен аталанать. Хăрушă амакпа чирленĕ йытăсем чир пуçламăшĕнче хăйсене урăхларах тытма пуçлаççĕ — тарса пытанаççĕ, хуçисем патне пымаççĕ е ытларах юраттарма тăрăшаççĕ, хусканусем нумайрах тăваççĕ, сăлтавсăрах вĕреççĕ. Пĕр куç шăрçи тепринчен пысăкрах пулать. Чир аталанса пынă май, яланхи апата çиме пăрахаççĕ, кирлĕ мар япаласене кăшлаççĕ, çăтса яраççĕ, хăйсен каяшĕсене те тиркемеççĕ. Çав вăхăтрах шыв ĕçесси, апата çăтасси йывăрланать, сĕлекине нумай юхтараççĕ. Кăкарчăкра тăманнисем çапкаланса çỹреме тата тарма тăрăшаççĕ — хирĕç пулакан çынсене, выльăха çыртса чир ертеççĕ. Кушаксен те чир паллисем йытăсенни евĕрех: çынсене, выльăха тапăнаççĕ, çыртса-чăрмаласа пĕтереççĕ. Лашасем чирлĕ чĕр чун çыртнă вырăна кăшлаççĕ, ỹтне татса пĕтереççĕ, сĕлеке юхтараççĕ. Юлашкинчен кайри урине шалкăм çапать. Ĕне выльăх канăçсăрланать, çĕре, урайне урипе, мăйракипе чавать, стена тăрăх хăпарма тăрăшать, хăйăлти саспа мĕкĕрет, сĕлеке юхтарать, кавлемест. Юлашкинчен шалкăм çапнипе вилет. Сурăхсемпе качакасем те, чир ерсен, хăйсене ĕнесем пекех тытаççĕ. Сыснасем пĕр вырăнтан тепĕр вырăна утаççĕ, урайне чаваççĕ, суранланнă вырăна кăшлаççĕ. Ытти выльăхсем çурисем çине тапăнаççĕ, тĕрлĕ япалана хыпса çăтаççĕ, кăпăклă сĕлеке кăлараççĕ. Кайăк-кĕшĕк те уртаракан чирпе аптрать. Вĕсен тĕп палли — канăçсăрлăх, 2-3 кунтан вилеççĕ. Чирлĕ выльăхсемпе çынсене сыватмалли эмел шутласа тупайман-ха. Пĕртен-пĕр çăлăнăç — усал амака хирĕç вăхăтра прививка тăвасси. Ку енĕпе районти ветеринари служби нумай ĕçлет. Çулсеренех икĕ уйăхран иртнĕ кушаксемпе йытăсене укол тăваççĕ. Çавăн пекех çуркуннепе кĕркунне тилĕсем çỹрекен вырăнсене сунарçăсемпе пĕрле вакцинăллă апат (приманки — брикетцы с вакциной) хурса тухаççĕ. Çынна, килти выльăха, кушаксемпе йытăсене чĕр чун çыртсан, пĕр тăхтаса тăмасăр вырăнти медицина тата ветеринари специалисчĕсене пĕлтермелле. Çыртнă йытта е ытти выльăха вĕлерме юрамасть. Çийĕнчех кăкармалла, 10 кун хушши сывлăхне пăхса тăмалла, уртаракан чир паллисем 10 кун хушшинче палăраççĕ. Инкеке лекес мар тесен, мĕн пĕлмелле? Йытăсене кăкарчăкра усрамалла, урамра чуптарса çỹретме юрамасть, уçăлма тухсан, сăмсалăх тăхăнтартмалла, сăнчăрта тытмалла. Вĕсене çапкаланчăк йытăсемпе хутшăнăва кĕме чармалла. Çулталăкра пĕрре урнă чиртен прививка кирли пирки асрах тытмалла. Уртаракан чир районта ан сарăлтăр тесен, пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлемелле. Ялхуçалăх предприятийĕсен ертỹçисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, выльăх-чĕрлĕх усракан кашни çыннăн яваплăха туймалла. Йытăсемпе кушаксене усракансен прививкăна çирĕп пăхăнмалла. С. Шаронова