Веществосен ылмашăвĕ пăсăлсан
Выльăх организмĕнче веществосен ылмашăвĕ пăсăлсан çак чирсем пуçланаççĕ:
Парез /ĕне пăруланă хыççăн кайри урисем çине тăрайманни/. Çак чир ĕне пăруланă хыççăн пуçланать, унпа нумай сĕт антаракан ĕнесем аптăраççĕ. Ĕнесем ăн çухатаççĕ, вĕсен тирĕ, сĕлĕке парĕсем тата куç шуррисем туйми пулаççĕ, хыçалти урисем тытма пăрахаççĕ.
Рахит /апатра витаминсем çитмен пирки ĕне шăммисем тĕрĕс ÿсменни/.
Остеодистрофи е остеомаляци /организмра минераллă веществосем çитменнипе шăмăсем çемçелсе пыни/. Шăмăсем тĕпренсе ванма тытăнаççĕ, ÿт çинче шыçă аталанма пуçлать. Çакă вăл пĕтĕмпех организмра фосфорпа кальци тата Д витамин çитменнине пĕлтерет.
Уров чирĕ. Унпа выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп чирлеççĕ. Вĕсем япăх ÿсеççĕ, апатланаймаççĕ, шăммисем кукăрăлма пуçлаççĕ.
Эндеми зобĕ. Çак чир йод çитменнипе пуçланса каять, мăй хулăнланса хăйĕн капашне çухатать.
Гиповитаминоз. Чир çамрăк выльăхсене ерет. Вăл апат-çимĕçре витаминсем çителĕксĕр пулнипе е организм вĕсене кирлĕ пек ирĕлтерейменнипе пуçланать. Веществосен ылмашăвĕнче витаминсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем ферментсен составне кĕреççĕ. Ферментсем выльăх-чĕрлĕх организмĕнче пулса пыракан биологи тата хими процесĕсене хутшăнаççĕ. Çавăнпа витаминсем выльăх-чĕрлĕх апат-çимĕç рационĕсенче яланах çителĕклĕ пулмалла. Организма минераллă веществосемпе тата витаминсемпе çителĕклĕ тивĕçтерес тесен, вĕсене рациона кирлĕ таран кĕртмелле. Унсăрăн организмра апат-çимĕçе ирĕлтерекен, вĕтетекен каналсем лайăх ĕçлемеççĕ. Апат юлашкисем выльăхсен хырăмĕнче тивĕçлĕ органсем пулăшнипе вăхăтлă тухса пымалла.
Минераллă веществосемпе витаминсем организмшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем шалти органсен сывлăш пусăмне тытса тăраççĕ, юнпа шĕвек системине, гармонсемпе ферментсен составне кĕреççĕ, протоплазмăри белоксен структурине, клеткăсене йĕркелеççĕ, апат ирĕлтерекен сĕткен тума пулăшаççĕ, çавăн пекех организма сиен тăвакан веществосене пĕтереççĕ.
Организмра витаминсем те, минераллă веществосем те пурте кирлĕ шайра пулмалла.
Веществосен ылмашăвĕ йĕркеллĕ пулса пытăр тесен, чир-чĕре хирĕç кĕрешмелли профилактика мероприятийĕсене туса пымалла. Вĕсенчен пĕри - пĕтĕмĕшле диспансеризаци. Рациона тутлăхлă, микро тата макроэлементлă апат, витаминсем, аминокислотасем çителĕклĕ шайра пулмалла. Выльăха пахалăхлă шыв ĕçтермелле. Вĕсен сывлăхне тĕрĕслесех тăмалла тата зоогигиена условийĕсене пăхăнса ĕçлемелле.
Анчах та ку ĕçре çитменлĕхсем пур, çакна 2015 çулхи çуркунне районта туса ирттернĕ диспансеризаци те çирĕплетсе пачĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсен юнне биохими меслечĕпе тĕпченĕ хыççăн çакă палăрчĕ: 40,2 проценчĕн юнра каротин, 30,4 проценчĕн - кальци, 13,4 проценчĕн – фосфор, 26,8 проценчĕн белок çителĕксĕр. Профилактика тăвас ĕçре çак витаминла препаратсемпе усă курма канаш паратпăр: элеовит, тривитамин, тетравит, пулă çăвĕ, тетрамаг. Çак препаратсене пурне те районти ветстанцири ветеринари аптекинче туянма май пур.
С.ИШМУРАТОВ,
ветстанци специалисчĕ.