Государственная ветеринарная служба Чувашской Республики Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби

Парез чирĕ

Парез - ĕнесен пăруланă хыççăн пуçланакан питĕ йывăр чирĕ. Унпа ытларах сĕт нумай паракан, концентратлă апатпа вăйлă тăрантаракан, сахал хускалакан, витĕр çил çинче, сивĕ вырăнта усракан ĕнесем аптăраççĕ. Тата ку чир организм кальци нумай çухатнипе пулать. Вăл пăрăвăн шăммисене йĕркеленме, çавăн пекех ĕне ырри тата сĕт пухма каять.

Чăн та, ку чирĕн сăлтавĕсене пурне те тĕплĕн тĕпчесе пĕлеймен-ха. Парез пăруланă хыççăнхи 2-3 кунсенче пуçланать. Апат çиесси чаксан, начар кавлесен тата вăл сĕлкĕш, чĕтрет пулсан, ĕне чирлени паллă. Унăн ура çине тăма та вăй çук. Тăчĕ пулсан та кăштахран ураран ỹкет, унтан урисене хырăм айне хуçлатса выртать. Пуçне айккинелле çавăрса мăйне тăсса хурать. Чирлĕ ĕнен куçĕсенчен куççуль юхать, ỹчĕ, мăйракисем, урисем сивĕ пулаççĕ. Ỹт-пỹ температури ытларах чухне йĕркеллĕ, чир вăраха тăсăлсан 35-36 градуса çитет. Çăварĕ уçăлать, чĕлхи тăсăлса тухать, сĕлеке юхать. Çăтма пултараймасть. Майĕпен, хăрăлтатса сывлать, пуçне енчен енне суллать, стенана, урайне çапăнтарать, шăлĕсене шатăртаттарать, çурăмĕ çине çаврăнса выртса макăрма пуçлать. Ку нумай вăхăта пымасть, ĕне лăпланать. Ĕнен сĕт çухалать е чакать. Чи палăракан чир сăлтавĕ - тула тухайманни. Кун пек чухне шăк хăмпи тата пыршăлăх хытса тулса лараççĕ.

Мĕнле майпа сыватмалла-ха çак чиртен? Парезпа чирлĕ ĕнене çийĕнчех сиплеме тытăнмалла. Пĕрремĕш вăл - ĕне çиллине сывлăш вĕрсе кĕртесси. Ĕнене аяк çине вырттармалла. Çилли айне хулăн пир е ал шăлли хумалла. Массаж тунă евĕр чĕччисене спиртпа е лизол (1 процент) ирĕлчĕкĕпе сăтăрмалла. Чи малтанах сĕт çулне тасатма сĕтне кăшт кăна юхтарса кăлармалла. Сывлăш вĕртернĕ чухне çиллине инфекци кĕртес мар тесе çак ĕçе тирпейлĕ пурнăçламалла. Кун валли "Эверс" аппарат пур.

Ку ĕçе выльăх тухтăрĕсем пурнăçлаççĕ. Чир часах иртсе кайманни те пулать. Ура çине тăрсан та темиçе сехет хушши мышцăсем чĕтренни курăнать.

Сывлăш вĕртерсе кĕртнĕ хыççăн улăмран е утăран жгут туса выльăхăн кайри пайне сăтăрмалла. Ун хыççăн ỹтне ăшă типĕ япалапа лайăх витсе хумалла. Унтан тула тухма пулăшас пулать. 3,5 литр супăнь шывĕпе клизма лартмалла. Кофеинпа инъекци тумалла. Венăран глюкоза растворĕ ямалла. Çийĕнчех пулăшу парсан ĕне çур сехетрен ура çине тăрать те апат çиме тытăнать. Çак чир вăхăтĕнче эмел пама юрамасть, мĕншĕн тесен вăл çăтаймасть, тип карланкине ларса вилме пултарать. Ĕне ура çине тăрсан 12-24 сехетрен сума юрать.

Асăннă чир ан асаплантартăр тесен çие юлнă юлманах D3 витаминпа укол тумалла, пăруличчен 1-2 талăк юлсан татах çак витамина памалла, утă çитермелле, люцернăпа клевер шайне чакармалла. Пăруличчен 1 эрне юлсан кашни кун сахăр ирĕлчĕкĕ (1,2 л шыв çине 250 г) пама пуçламалла. Кунсăр пуçне апат çине мел ярса е кальци пур апат-çимĕç çитермелле. Пăруличчен 14 кун юлсан кальциллĕ апата çитерме пăрахас пулать. 4-5 кун юлсан вара белоклă апат çитермелле мар (пăрçа, жмых). Тĕп вырăнта углеводлă апат пулмалла. Ĕне çамрăк пулсан, белоклă çимĕçе пăрахтармалла мар, чакармалла çеç. Кунсерен уçăлтарма илсе тухмалла.

Вăхăтра сыватма пуçласан чирлĕ ĕне сывалать. Тухтăр пулăшмасан 12-24 сехет хушшинче вилет. Сайра хутра чир 5-12 талăка пырать, сахал чухне 2-3-мĕш кунне выльăхăн чир паллисем иртеççĕ. Çавăнпа та ĕне выльăх чирлесен тухтăра вăхăтра пĕлтермелле.

М.ИГЛОВА.

Чутей ял тăрăхĕн выльăх тухтăрĕ.



"Ял ĕçченĕ"
29 июня 2015
13:15
Поделиться