Паха сĕт хаклăрах
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче сĕт туса илекенсен чĕртаварĕн пахалăхне, калăпăшне тата хакне патшалăх енчен тĕрĕслемеллине каланă. 2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен хушма хуçалăхсене сĕтшĕн пахалăхне кура тÿлессине йĕркелеме ыйтнă. Ку çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртмеллех. Çавна тĕпе хурса район администрацийĕнче канашлу иртрĕ. Унта район администрацийĕн яваплă çыннисем, ветеринари станцийĕн специалисчĕсем, сĕт пухакансем хутшăнчĕç.
Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов ертсе пычĕ. Вăл малтанах район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникне Анатолий Прохорова сăмах пачĕ.
- Районта сăвакан ĕнесем 5227 пуç шутланаççĕ, çав шутран килти хуçалăхсенче - 4482 пуç. Куллен сĕте 60 тоннăна яхăн сутатпăр, çав шутран килти хуçалăхсенне - 45 тонна. Ăна халăхран килограмне 12-13 тенкĕпе илетпĕр, - терĕ Анатолий Иванович.
Вăл ĕнесен йышĕ чакса пынине те пытармарĕ. Çакă, паллах, ялта пурăнакансем ватăлса пыни çинчен калать. Çамрăксем вара выльăх-чĕрлĕхпе питех ĕçлесшĕн мар. Çулланнисем вырăнтах укçа ĕçлесе илмелли çул-йĕр шыраççĕ. Вĕсемшĕн хушма хуçалăх пысăк пулăшу вырăннех. Тупăш вара сĕт хакĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Укçа-тенкĕ ытларах илме хăтланса сĕте шыв тата ыттине хушакансем те пур-ха. Вĕсемшĕн, паллах, ыттисем айăплă мар. Çавăнпа та паха сĕтшĕн хушса тÿлени кирлех. Урăхла каласан, сĕт паракан кашни çынпах килĕшÿ туни кирлĕ. Паха сĕт сутакансем ытларах илччĕр эппин, ыттисем сахалтарах. Ку йĕрке вара сĕт пахалăхне чылай лайăхлатма, çавăн пекех килти хушма хуçалăх тупăшне ÿстерме май парĕ. Çавна палăртрĕ те Анатолий Прохоров. Районта сĕт пухассипе Элĕкри райпо, Вăрнарти СОМ завод, «Перспектив», «Молочное дело» тата «Иволга-Молоко» обществăсем, Н.Сергеев, Е.Захаров, А.Моисеев, А.Федотов, Д.Никифоров, Л.Петров, С.Сырова, А.Тимофеев уйрăм предпринимательсем, «Новый путь» хуçалăх, Хĕрлĕ Чутайри райпо ĕçлеççĕ.
Районти ветеринари станцийĕн начальникĕ Валерий Афанасьев сутакан сĕт пахалăхне тĕрĕслесех тăни çинчен каларĕ.
- Сывă ĕнесен сĕтне кăна сутма юрать. Çавăнпа та сĕте мĕнле туса илнине, упранине, реализациленине, тирпейленине ветеринари службин специалисчĕсем тăтăшах тĕрĕслесе тăраççĕ, - терĕ Валерий Михайлович.
Сĕте тĕрĕслесе пăхма кашни уйăхрах илеççĕ. Кăçал пĕтĕмпе 1045 проба илнĕ, çав шутран 178-ĕшĕнче (17 процент) шыв хушнине тупса палăртнă. Çавнашкал сĕт паракансемпе калаçу ирттернĕ. Сĕтри çу хисепĕ вăтамран 3,6 процент, белок хисепĕ - 2,9-3,1, çăралăхĕ - 1,028-1,029.
- Ветеринари служби район администрацийĕпе пĕрле халăхпа, сĕт пухакансемпе сĕт пахалăхĕ тата килĕшÿсем тумалли çинчен калаçусем ирттерет, - пĕлтерчĕ Валерий Афанасьев.
Ветеринари специалисчĕсем эрнесерен сĕт пухакансенчен килĕшÿсем туни, пахалăха кура тÿлени çинчен ыйтаççĕ. Паянхи куна илсен 300-е яхăн килĕшÿ тунă.
- Пахалăх енĕпе çирĕп ыйтасси тĕп вырăнта. Май уйăхĕнче, сăмахран, должноçри икĕ çынна сĕте турттарнă чухне ветеринарипе санитари йĕркисене пăхăнманшăн административлă майпа явап тыттарнă, - асăрхаттарнă май калаçрĕ Валерий Михайлович.
Хальхи çивĕч ыйту, паллах, сĕт пухакансене те канăç памасть. Кашниех паха сĕт сутса тупăш илме ĕмĕтленет. Яваплăха туйса, тивĕçе ăнланса тимлет. Леонид Петров çамрăк предприниматель, сăмахран, ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупнă та ĕнтĕ. Сĕт пахалăхне тĕрĕслесе тăма «Клевер» аппарат та туяннă. Паянхи куна илсен Леонид Иванович халăхран сĕте 13 тенкĕпе йышăнать. Çавра сĕтел хушшинчи канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Лидия Никитина та хутшăнчĕ, сĕт паракансемпе килĕшÿ тăвассипе ырă сĕнÿсем пачĕ.
Çĕнĕлле ĕçлемелли тапхăр çывхарса çитрĕ. Сĕт тирпейлекенсем, пуçтаракансем килĕшÿсем тăвассипе тимлеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов сĕте çĕнĕлле йышăнса тÿлеме кирлине çирĕп- пĕнех каларĕ.
Елена ТИМОФЕЕВА.