Сĕт пахалăхне тимлесе тăрсан унăн хакĕ ÿсĕ
Ирхине 6 сехет, хĕвел тухнă ĕнтĕ. Ял урамне кĕрсен шăплăх хуçаланать, ку вăхăтра никамах та курăнмасть-ха, сĕт пама тухнисем анчах сĕт пухакан вырăна майĕпен пуçтарăнаççĕ. Кашни кунах вĕсем ир-ирех тăрса ĕне сăваççĕ, пасара каймасăрах сутă тăваççĕ, ял çынни валли ку питĕ меллĕ. Паян кашни пĕр литр сĕтшĕн 16 тенкĕ параççĕ. Хĕрарăмсем кăна мар, арçынсем те питĕ активлă хутшăнаççĕ çак ĕçе, ку хĕрарăм ĕçĕ тесе тăмаççĕ. 7 сехет тĕлнелле çын йышлансах пырать, сĕт пухакан вырăнта та сĕт тултарнă флягăсен шучĕ ÿсет. Çак ÿкерчĕке эпир Кĕлкеш ялне çитсен куртăмăр.
Сĕт пахалăхне тĕрĕслессипе, ултавçăсене тупса палăртассипе тата халăхпа усламçăсем хушшинче килĕшÿсем тăвассипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Çавна май иртнĕ кунсенче райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Д.Иванов тата «Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станцийĕн» бюджетлă учрежденийĕн начальникĕ В.Александров Кĕлкеш ялне çитсе килчĕç. Унччен вĕсем Аслă Чак ялĕнче пулнă. Сĕте анализ тунă хыççăн икĕ ултавçăна тупса палăртнă: пĕри - 4, тепри 5 процент шыв хутăштарнă, ыттисен сĕт çулăхĕ 3-4 процент хушшинче.
Кĕлкеш ялĕнчи лару-тăрăва пăхса тухас пулсан, вăл кун 375 литр сĕт пухнă, сĕт пахалăхĕ 3-5 процентпа танлашнă, шывпа хутăштарнă тĕслĕхсене тупса палăртманни, кунта çынсем тÿрĕ пулни савăнтарать. Кунсерен ял халăхĕ 350-ран пуçласа 390 литр таран сĕт парать. Сĕте Вăрмар райповĕ пухать, унтан вĕсем Канашри «Молочник» потребительсен кооперативне ?ЯСПК% параççĕ, райпона вĕсем 20 пус хушса тÿлеççĕ. Халăх умĕнче сĕт пуçтаракансем парăмра тăмаççĕ, 10 кунра пĕрре вăхăтра тÿлесе пыраççĕ.
Владислав Михайлович Кĕлкеш ял çыннисене усламçăсемпе килĕшÿ тумаллине каларĕ, çакă вĕсемшĕн шанчăклă пулнине палăртрĕ. Халăх çакна ăнланса илсе пĕри те хирĕç мар, çапах та усламçăсемшĕн ку меллех мар пек туйăнать, килĕшÿ тума васкамаççĕ: укçи-тенкине вăхăтра тÿлесе тăмалла, килĕшĕве пăхăнса ĕçлемелле, çавна май халăх умĕнче яваплăхĕ ÿсет.
Планпа килĕшÿллĕн районти ветслужбăн эрнере пĕрре сĕт паракан вырăнсене çитсе килмелле, анчах та ĕç эффективлăхне ÿстерес тĕллевпе вĕсем ытларах тухма тăрăшаççĕ. Ялсене ытларах тухса çÿресен ултавçăсен йышне чакарасси шанăç пурах. Паян шыв хутăштарнипе лексен, ыран лексен, виççĕмĕш кунне вăл çын умĕнче намăс курас мар тесе шыв хутăштарма аванмарланĕ.
Çавăн пекех район территорийĕнче выльăх-чĕрлĕх продукцине турттарассипе Чăваш Енри Патшалăх ветеринари служби районти ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсемпе пĕрле рейд мероприятийĕ ирттернĕ. Рейд туса ирттернĕ тăрăх, ял халăхĕнчен пухнă ĕне сĕтне турттарнă чухнехи пăснă икĕ тĕслĕх тупса палăртнă - вĕсем районти ветслужбăран кирлĕ документ илмен, çавна май РФ КоАПĕн 10.8 статйин 2-мĕш пайĕпе икĕ протокол çырнă, административлă яваплăха икĕ водителе тыттарнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Т.ВАЗЮКОВА, А.ШУЙСКАЯ.