Выльăхсене кĕтĕве кăлармалла "Авангард" (газета Батыревского района)
Çуркунне çитни, çанталăк ăшăтса пыни пуриншĕн те савăнăç. Ĕнесене вăй илме, продуктивлăха ỹстерме, ешĕл апат çитерме хăш-пĕр ялсенче кĕтĕве илсе тухрĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсенче те выльăхсене çуллахи лагере кăларасси пырать. Çак ĕçе специалистсен яваплăха туйса пурнăçламалла.
Чи малтанах кĕтỹ çỹретекен вырăнсене зооветспециалистсемпе агрономсен тĕрĕслесе тухмалла. Çĕр лаптăкĕн рельефне, мĕнле курăксемпе апатлантарассине, шыв пуррине шута илмелле. Ял кĕтĕве çỹрекен вырăнсене ял тăрăх специалисчĕсем хăйсем комисси туса пăхма пултараççĕ. Çырма-çатраллă вырăнсенче яланах çỹп-çап нумай, çĕрнĕ çĕр улми, чĕкĕнтĕр выртать, çавăнпа та инкек курас мар тесен маларах тасатсан аван. Тата çакна та асăрхаттарас килет: ĕне-выльăхпа пĕрле сурăхсемпе качакасене çỹретмелле мар. Çакна пăхăнманнипе пĕлтĕр Турхан ял тăрăхĕнче инкек сиксе тухрĕ. Кăçал çак йăнăша тăвас марччĕ.
Выльăхсене кĕтĕве тата çуллахи лагере кăлариччен чир-чĕртен профилактика мероприятийĕсене ирттермелле. Мăйракисене, чĕрнисене касмалла. Хыткан та хавшак ĕнесемпе пăрусене, сыснасене тулăхрах рационпа тăрантармалла.
Çуллахи вăхăтра ĕне-выльăха усрамалли чи ансат меслет _ çуллахи лагере кăларни. Ăна валли тикĕс, кăшт сăртлăрах вырăн суйласа илмелле. Унта ĕнесене хупмалли тăрăхла карта, профилакторипе пăрулаттаракан уйрăм, çамрăк выльăхсем валли хỹтлĕх, сĕт сумалли тата ĕçлекенсене кĕрсе канмалли вырăнсем кирлĕ. Искусствăлла майпа йăхтармалли тата выльăх тухтăрĕн пункчĕсене хатĕрлемелле.
Легерьсенче ешĕл апат, шыв, минераллă хутăшсем çителĕклĕ памалла. Тăварпа хĕлле кăна мар, ешĕл курăк çитернĕ чухне те усă курмалла. Мĕншĕн тесен чĕрĕ апатра натри сахал, кали нумай. Çуламалли тăвара шыв валакĕсем патне те, апат çиекен çĕре те хумалла.
Кĕтỹ çỹрекен вырăнтан выльăхсене шăвармалли вырăнсем инçетре пулмалла мар: ĕне-выльăхăн _ 1-2 çухрăмра, сысна амисен _ 0,5, сурăхсемпе лашасен _ 3 çухрăм. Сĕт паракан ĕнесене талăкра 60-100 литр таран шыв ĕçтермелле, унăн температури 10-12 градус ăшă пулмалла. Ĕçтерекен шĕвекĕн пахалăхне ветеринари лабораторийĕнче тĕрĕслеттерсен те аван. Ветеринарипе санитари правилисене те манмалла мар. Сĕт сунă савăт-сапана çусах, дезинфекцилесех тăмалла. Тислĕке кăлармалла, купаласа пымалла. Курăк çинче çỹренĕ чухне выльăхсем организмне белоксемпе, витаминсемпе, микроэлементсемпе пуянлатаççĕ. Çавăн пекех уçă сывлăш тата хĕвел пайăркисем те ырă витĕм кỹреççĕ. Ĕнесен сĕт антарасси те ỹсет. Пăрусемпе ĕнесене кĕтĕве мĕнле хăнăхтармалла-ха? Малтанхи кун 2-3 сехетрен ытлашши тытмалла мар. 10-15 кунран тин ир пуçласа каçчен, 14-16 сехетчен, çỹреме юрать. Ешĕл курăкра усăллă япаласем сахалтараххине шута илсе улăм, минераллă хутăш, тăвар памалла. Хĕвел тивесрен те асăрханмалла. Шăрăх вăхăтра тăрăллă картара тытмалла. Ăшша уйрăмах сыснасемпе сурăхсем, лашасем сисĕмлĕ. Сăвăм, ỹт хушаслăх лайăхланасси выльăха пăхаканран нумай килет. Ветеринари специалис- чĕсен кĕтỹçсене пĕрремĕш пулăшу пама та вĕрентмелле. Выльăх-чĕрлĕхе кĕтĕве е çуллахи лагере вăхăтра илсе тухни сĕт ытларах суса илме тата çамрăк выльăхсене тĕреклĕ çитĕнме май парать. Çакна яланах асра тытмалла. Витесем пушаннă чухне юсав ĕçĕсене ирттермелле, хĕле валли хатĕрлемелле. Дезинфекцилеме тата ытти ĕçсене пурнăçлама ветеринарипе санитари отрячĕ пулăшма пултарать.
П. ЕФИМОВ, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)