Государственная ветеринарная служба Чувашской Республики Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби

Выльăх-чĕрлĕх кĕтĕвĕ уя тухрĕ Аликовская районная газета "Пурнăç çулĕпе"

Выльăх-чĕрлĕхрен май килнĕ таран ытларах тупăш илес тесен вĕсене мĕн пĕчĕкрен йĕркеллĕ те сывă пăхса ÿстерме кирлĕ условисем туса памалла. Выльăх апатĕнче тутлăхлă апатсем - белоксемпе углеводсем çеç мар, тĕрлĕ витаминсемпе минераллă тăварсем те çителĕклĕ пулмалла. Таса мар, нÿрĕ те сивĕ, пăчă та тĕттĕм витесенче выльăхсем час-часах чирлеççĕ.

Выльăх-чĕрлĕхе симĕс курăк çине кăлармалли тапхăр пуçланнă май килти выльăхсене тĕрлĕ прививка, çавăн пекех ура чирĕсенчен профилактика тумалла. Енчен те чĕрнисем çитĕнсе кайнă пулсан вĕсене кастармалла.

Выльăхсене хĕллехи апатран çуллахи çине майĕпен куçармалла, 5-7 кун хăнăхтармалла. Пĕр апатран теприн çине куçарни выльăхсен вар-хырăмне пăсма пултарать. Кĕтÿ кĕтме уйăрнă лапамсене пăхса тухмалла: кирлĕ мар ăпăр-тапăра, выльăха амантма пултаракан япаласене пуçтармалла. Выльăхсене чăнкă çырмаллă, лачакаллă вырăнсенче çÿретмелле мар. Çывăхра шăвармалли вырăн пулмалла.

Выльăх-чĕрлĕх кĕтĕве кăларнă кун мăн хырăмлăх кÿпĕннипе чирлеме пултарать. Çавăнпа та вĕсене кĕтÿре çÿретме майĕпен хăнăхтармалла, уя тухиччен кăшт та пулин утă е улăм çитерсе ямалла. Наркăмăшлă курăк ÿсекен улăх-çаранта, вăрманта ĕне выльăха çÿретмелле мар. Выльăх ăна çисен кÿпĕнет.

Уя тухсан хăшĕ-пĕри выльăх-чĕрлĕхе кивĕ курăк çинче çÿретет. Асăннă лаптăксенче çÿренĕ чухне сăвăссем тапăнма пултараççĕ. Ытларах май, июнь, июль уйăхĕсенче выльăха тапăнаççĕ. Çавăнпа та выльăха сăнасах тăмалла, сăвăссене пуçтарса илсе çунтарса ямалла. Вĕсемпе кĕрешме Элĕкри ветеринари станцийĕнче тĕрлĕ эмел пур. Кусемпе усă куриччен специалистсемпе канашламалла.

               Светлана Яковлева,

районти ветеринари врачĕ.    



21 мая 2015
13:13
Поделиться
;