Государственная ветеринарная служба Чувашской Республики Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби

Тимлĕх кирлех "Авангард" (газета Батыревского района)

Юлашки çулсенче районти ял хуçалăх предприятийĕсем выльăхсем патне тимлĕх ытларах уйăрма пуçларĕç. Ку вăл кăтартусенчен те аванах палăрать. Пĕлтĕр 12 уйăхра 2663 тонна какай, 6809 тонна сĕт туса илнĕ. Аш-какай хатĕрлессипе "Батыревский", "Малалла", "Исток" хуçалăхсем, "Юрма" агрохолдинг лайăх ĕçленĕ. Районĕпе вăтамран пĕр ĕнерен 4772 килограмм сĕт сунă пулсан "Батыревский", "Исток", "Красное знамя" хуçалăхсенче 5000 килограмран та иртнĕ. Ĕне-выльăхăн талăкри ỹт хушаслăхĕ _ 617, сыснасен 583 грамм пулнă. Ĕнесемпе пушмак пăрусене чуптарас тĕлĕшпе "Исток", "Батыревский", "Красное знамя", "Звезда", "Труд" хуçалăхсем, сысна амисене йăхтарассипе "Юрма" агрохолдинг аван ĕçленине палăртмалла. Анчах чылай хуçалăхра кĕтĕве çĕнетессипе, ăратлăха лайăхлатассипе çителĕксĕр ĕçлеççĕ.

Çулсерен ял хуçалăх предприятийĕсенче 18-20 пуç ĕнене браклаççĕ. Вĕсем вырăнне 100 ĕне пуçне 28-30 пуç пушмак пăру кĕртсе пымалла. 16-18 уйăх тултарнă хыççăн, 350 килограмран кая пулмалла мар, пĕтĕлентерсе хăвармалла. Выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕлентерсен аван, анчах пĕчĕк хуçалăхсенче вăкăрпа чуптарма тăрăшаççĕ. Çакă выльăхсене йăхтармалли пунктсем тата специалистсем çуккипе те çыхăннă. Кĕтĕве çĕнетессипе тата ăратлăха лайăхлатассипе "Исток", "Батыревский", "Красное знамя" хуçалăхсем, "Юрма" агрохолдинг лайăх тимленине палăртмалла.

Выльăх-чĕрлĕхрен продукцине туса илессине ỹстерес тесен чи малтанах выльăхсене хĕсĕр юлассине пĕтермелле, çамрăккисене сыхласа хăвармалла, тимлĕх те ытларах уйăрмалла. Çавăн пекех ăшă та çутă, механизациленĕ витесем кирлĕ, паха апатсемпе тивĕçтермелле, зоотехника учетне вăхăтра туса пымалла, ветеринарипе санитари правилисене çирĕп пурнăçламалла, зооветспециалистсемпе ертỹçĕсен явап-лăха туйса ĕçлемелле.

П. ЕФИМОВ, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальнике

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)



21 мая 2015
11:45
Поделиться
;