Государственная ветеринарная служба Чувашской Республики Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби

Профилактика ҫине пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр

Выступление начальника БУ ЧР «Канашская районная СББЖ» Госветслужбы Чувашии Кошкина Михаила Борисовича  по национальному радио 

Сарӑлакан тӗрлерен инфекции районта ан пултӑр тесе ветеринарии службин ӗҫченӗсем профилактика ӗҫӗсем ҫине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Иртнӗ тапхӑрта выльӑхсем ерекен хӑрушӑ чирпе чирленине шута илсе (ÿпке чирӗ, ҫепӗр суранĕ, уртаракан чир, лейкоз, бруцеллез, пукра чирӗ, ашри хуртсем) кашни ялта выльӑхсене тӗрӗслев ӗҫсене, чиртен сыхланма прививкӑсем тата вӗсене сыватмалли мероприятисене туса иртереҫҫӗ. Ҫак ӗҫсене туса ирттерме ветеринарии ӗҫченӗсем ҫулталӑк хушшинче пӗр ӗне патне сахалтан та 8-9 хутчен пыраҫҫӗ.

Асӑннӑ ӗҫсене вӑхӑтра тумасан тӗрлӗ  чир-чӗрсемпе выльӑхсем чирлесси, вӗсем тепӗр хутчен аталанса каяс хӑрушлӑх халӗ те сыхланса юлать. Юлашки ҫулсенче лейкоз вирусӗпе лару – тӑру лайӑхланнӑ. Кӑҫалхи тӗрӗслев ӗҫӗсем ирттернӗ тӑрӑх районта ку чирпе чирлӗ пӗр ӗне тупса палӑртнӑ. Ӑна та ют районтан илсе килнӗ пулнӑ.

Килти тата тискер чӗр-чунсем хушшинче уртаракан чир сарӑлма пултарас хӑрушлӑха сирсе ярас тӗллевпе районти патшалӑх ветеринарии службин ӗҫченӗсем профилактика енӗпе сахал мар ӗҫсем туса ирттернӗ. Ҫав ӗҫе кӑҫал Мускавра, Пӗтӗм Раҫҫей Курав центрӗнче «Ылтӑн кӗркунне – 2014» тӑратнӑ. Вӑл конкурсра «Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗн территоринче выльӑх чирӗ анлӑ сарӑлассинчен сыхланмалли мероприятисене тухӑҫлӑ ирттернӗшӗн тата выльӑхсене ерекен чирсене пӗтерессипе» иккӗмӗш вырӑн йышаннӑ. Пире кӗмӗл медальпе тата иккӗмӗш степеньлӗ Дипломпа наградӑланӑ.

           Таможене пӗрлешӗви пирки халӗ нумай калаҫаҫҫӗ. Ҫу уйахӗн пӗрремӗшӗнче вӑя кӗнӗ Таможня союзĕн технически регламентсем «Аш-какай тата аш-какайран тунӑ апат-ҫимӗҫсен хӑрушсӑрлӑхӗ», «Сӗт тата сӗтрен тунӑ апат-ҫимӗҫсен хӑрушсӑрлӑхӗ». Выльӑх-чӗрлӗх усракансен, сӗт савакансен, аш-какай тӑвакансенпе  сутакансен кӑна мар ветеринарии службин те ҫак технически регламентсене малалла пӑхӑнса ӗҫлемелле.

Уйрӑмах палӑртса хӑвармалла - ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен  чир – чӗр сарӑлма парас мар тесен выльӑх - чӗрлӗхсене уйрӑм туса хатӗрленӗ вырӑнта пусмалла. Ветеринари специалисчĕ пусма илсе килнӗ выльӑха пусса, аш –какай туса кӑлариччен тӗрӗслесе тӑрать, ветеринари ĕç хучĕсепе тивӗҫтереть.   

Сӗт пирки илес пулсан – ветеринари специалисчӗсем кашни ӗнене ерекен чирсенчен сыхласа хӑварас тесе тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ, прививкасем тӑваҫҫӗ.  Сӗт пахалӑхне хак парас тесе ӑна тӗрӗслеҫҫӗ.  Каҫалхи ҫул ҫак ӗҫе ҫӑмӑллатас тесе  эпир пилӗк ветеринарии участокне сӗт тӗрӗслемелли аппаратсем «Лактан» илсе патӑмӑр. Кашни уйӑхрах ҫак ӗҫсене туса ирттерсен, сӗт пуҫтаракансене ветеринари ĕç хучĕсепе тивӗҫтеретпӗр, пахалӑх тишкерĕвĕсене ҫитеретпӗр.

Кунта каласа хӑварас килет.

Хӑш-пӗр хушма хуҫалӑхсем сӗт пахалӑхӗ ҫине тимлӗх уйӑрман пирки. Пирӗн ветеринари  специалисчӗсем пахалӑха тӗрӗсленӗ чухне нумай ҫӗрте сӗт ҫине шыв хушса пăсса кăтартса тупса палартна. Вӗсемпе эпир уйрӑм меслетпе ӗҫлесе, ҫак тӗрӗслӗхсем паянхи куна пирӗн сахаланчӗҫ. Кашнин хамӑрӑн ӑнланмалла, шыв хушнӑ сӗтрен, пахалӑхлӑ апат-ҫимӗҫ туса илейместӗн. Паха сӗтӗн хакӗ те лайӑх.

Ял хуҫалӑх предприятийĕсене илсен, выльӑх тытса, продукци тӑвакансем пирӗн Канаш районӗнче вӗсем 18 хуҫалӑх (кунта ЯХПК, ООО, КФХ-сем). Ҫак хуҫалӑхсенче пирӗн ветеринари специалисчӗсем пӗтӗм профилактика ӗҫӗсене ҫирӗплетнӗ плансемпе тата схемӑсем туса пыраҫҫӗ. Чӑнах та, ӗҫӗ сахал мар, хуҫалӑхсенче зоотехниксем, техни-осеменаторсем, фермӑ пуçлăхсем ҫителӗксӗр.  Хӑшпӗр хуҫалӑхсенче учёт, отчет,  выльӑхсене вӑхӑтра чуптарасси, выльӑх ҫурчӗсене таса та тирпейлӗ тытса тӑрасси, пахалӑхлӑ апат хатӗрлесе лайӑхрах, нумайрах тухăçĕ илесси, выльӑх шутне ӳстерсе пырасси начартарах йӗркеленӗ.

Ҫак хушӑрах лайӑх ӗҫлесе пыракан хуҫалӑхсем те сахал мар. Тӗслӗхрен, Киров ячӗллӗ хуҫалӑх, ООО «Цивиль», «Хучель», Исток, КФХ Петров В.В., КФХ Никонов В.М.. Кунта чӑнах та хуҫалӑх ертўçисем хӑйсен вырӑнӗнче, пӗтӗм ӗҫӗ вӑхӑтра йӗркелесе  туса пыраҫҫӗ, пахалӑхлӑ тухăçĕ, выльӑх шутне ӳстереҫҫӗ, чир-чӗрсенчен сыхланасси йӗркесене пурнӑҫласа пыраҫҫӗ. Вӗсене манан май килнӗ чухне тав сӑмахӗ каласа хӑварас килет.

Уйрӑмах Никонов В.М. фермер пирки каласа хӑвармалла.

Кӑçалхи ҫул мӑйракаллӑ шултра выльӑх шутне ÿстерме Янгӑлч ялӗнчи КФХ "Никонов В.М." ӗмӗте кӳрет, хӑйӗн 23 сӑвакан ӗне шутне 100 пуç таран çитересшӗн. Çавна валли вӗсем пӗтӗм ҫӗнӗ технологипе тата ветеринарипе санитари йӗркисене пӑхӑнса çӗнӗ ферма  туса  лартнӑ. Валерий Михайлович сӗт тупӑшлӑхне ÿстерме  ӑратлӑ мӑйракаллӑ шултра выльӑх илесшӗн (çамрӑк пӗтӗ пушмак пӑрусем  хураллӑ-шурӑ голштинофризсем). Хӑйсен  зооветспециалисчĕсем çук пирки чир-чӗр тухасран тата чир-чӗре сарӑлса каясран  вӗсен хуçалӑхне те  пирӗн ветеринарии тухтӑрӗсем, уйрӑмах Татмӑш ветеринари участокӗнчи специалисчӗсем яваплӑ.

Пӗр-ик сӑмах хамӑр çынсем пирки каласа хӑварас килет. Татмӑш ветеринари участокӗнче нумай çул ӗçлекен ӑста тата тӑрӑшуллӑ тухтӑрсем - участок ертўçи - Яковлева Л.Ф. тата ветфельдшӗрӗ Михайлова В.С. ӗçлеççӗ.

Ҫак фермӑна туса лартма нумай вӑй - хал хунӑ Никоновсен çемьи. Çӗнӗ выльӑх çурчӗ хатӗр, ӗç хатӗрӗсене те кӗртсе лартнӑ вӗсем. Уçма вара раштав уйӑхӗн  пуçламӑшӗнче палӑртнӑ.  Туслӑ Никоновсен çемьинеырлăх-сывлăх, ӑнӑçу сунатăп. Çӗнӗ вӑйпа пысӑк çитӗнÿсем туса пыма сунатпӑр!



05 марта 2015
10:53
Поделиться
;