Палӑрмаллах сиенлет
Фасциолез - сурӑхсемпе качакасем, мӑйракаплӑ шултра выльӑх, лашасемпе сыснасем тата ытти выльӑхсем хушшинче тӗл пулакан чир. Фасциолӑсем выльӑх пӗверӗнчи ват ҫулӗсене ҫӑмартасем хураҫҫӗ, вӗсем вара ват сӗткенӗпе пыршӑлӑха лекеҫҫӗ, унтан каяшсемпе таврана сарӑпса, личинка пуличчен аталанаҫҫӗ. Личинкӑсен пурӑнаслӑхӗ пысӑк, вӗсем шывра, ӳсен-тӑран, утӑ- улӑм ҫинче 5 уйӑх таран нимӗн пулман пек упранма пултараҫҫӗ. Ҫав вӗтӗ хуртсем шывпа, апатпа выльӑхсен хырӑмлӑхне лекеҫҫӗ, пыршӑлӑхран юнпа е вар-хырӑм хӑвӑлӗ урлӑ пӗвере ҫитеҫҫӗ. Унта вӗсем 3-4 уйӑх аталанса ҫитӗннӗ хурт пулаҫҫӗ. Фасциолӑсем пӗверте 5 е ытларах та ҫул пурӑнма пултараҫҫӗ.Выльӑх-чӗрлӗх отрасльне асӑннӑ чир папӑрмапла сиен кӳрет. Чирлӗ выльӑх сӗт сахал антарать, йывӑрӑш виҫине ҫухатса пырать, сурӑхсенчен ҫӑм касса илесси чакать. Ун пек выльӑхсен пӗверне ҫимеҫҫӗ, ашӗпе сӗчӗн пахалӑхӗ япӑхланать. Фасциолез чирӗ выльӑхсен йывӑрпа иртет. Качакапа сурӑхсен вӑл уйрӑмах кӗркунне палӑрать. Чирлӗ выльӑхӑн ӳт-пӳ температури ӳсет, апат ирӗлтерекен органсен ӗҫӗ пӑсӑлать, выльӑх тикӗс сывлаймасть, хӑйне канӑҫсӑр тытать. 5-7 кунта пултарать. Чир вӑраха кайсан выльӑх начарланать, унӑн продуктивлӑхӗ чакать, куҫхупанки, янахӗ, кӑкӑрӗ, хырӑмӗ тӑртанать. Унашкал выльӑх ҫӑмӗ тӑкӑнать, вӑпхырӑм пӑрахать, пӗверӗсарӑлать.Выльӑх чирлине эпизоотологи кӑтартӑвӗсем, чирпалӑрӑмӗсем тата унӑн каяшне тӗпчени тӑрӑх пӗлмепулать. Канашри ветеринари лабораторийӗнче выльӑхсем трематодозӑпачирлине капрологи тӗпчевӗсем /каяшсене тӗрӗслесе/ туса палӑртаҫҫӗ. Ҫакӗҫе фасциолезран сипличчен 2 эрне маларах татасипленӗ хыҫҫӑн тепӗр 2эрнерен иеркелеҫҫе. Сурӑхсемпе качакасен пӗверне фасциолӑсем ҫӑмарта хывни ноябрь-декабрь уйӑхӗсенче, майракаллашултра выльахсен декабрь-те папӑрать. Ҫавӑнпа тачирпе ноябрьте кӗрешмепуҫласан усси пысӑк.Мӑйракаллӑ шултра выльахсенне паразит хурчесене петерес тесен еҫе декабрь-февраль уйӑхӗсенчейӗркелемелле; кӗтӗве калариччен пӗр уйӑх маларах тепре туса ирттермепулать. Сурӑхсемпе качакасенне - декабрьте,иккемеш хут – январьвеҫенче.Выльӑх-чӗрлӗхе сиплемешкӗн ҫак эмелсемпе усӑ кураҫҫӗ: апьбен, клозальбен, фаскоцид, гельмецит. Тӑвайри ветстанциаптекинче тата ялсенчиветеринари участокӗсенчесипленмелли препаратсемҫителӗклӗ. ран выльӑх вилсе выртма.
Т.МАКСИМОВА, районти ветстанци.
"Ял ĕçченĕ" №92/10051 от 28.11.2014