Чир-чĕр ан сарăлтăр
Уйрăмах хăрушă ерекен чирсем выльăх-чĕрлĕхе сиен кÿмеççĕ-и тата ветеринарсем вĕсемпе мĕнлерех кĕрешеççĕ. Республикăн патшалăх ветеринари службин ертÿçин-ветеринарин тĕп инспекторĕн тивĕçне пурнăçлакан Сергей СКВОРЦОВ хуравлать.
- Малтанах Африка мурĕ пирки каласшăн, - терĕ Сергей Иванович. - Унран сыхланмасан ял çыннисене сăтăр нумай кÿме пултарать. Ăна халĕччен Чăваш Енре тупса палăртман. Унăн вирусĕ выльăхпа пĕрле республика чикки урлă каçса пирĕн пата ан çиттĕр тесе патшалăх органĕсем нумай тăрăшаççĕ. Шел те, хăш-пĕр харпăрлăхçă вăл е ку регионтан ветеринари-çул докуменчĕсĕрех сысна, ытти выльăх илсе килесшĕн. Вĕсене чикĕре çул-йĕр инспекторĕсем вăхăтлăха - ăçтан турттарса килнине, выльăх сыввине е чирлине уçăмлатиччен - тытса чараççĕ. Чăн та, чылай ертÿçĕ пирĕнтен? «Выльăх сутакан предприяти ферминче хăрушă чир инкек кÿмест-и.» - тесе ыйтса пĕлет. Пирĕн специалистсем пирвай кунтан кайма палăртнă регионти лару-тăрăва тишкереççĕ. «Выльăх туянма вăл субћекта ан кайăр, мĕншĕн тесен унта Африка мурне, ытти хăрушă чире шута илнĕ е ку региона шикленмесĕрех çитме пултаратăр, çав тăрăхра Африка мурĕ, ытти усал чир сарăлман», - тетпĕр. Сĕнĕве шута илеççĕ.
- Африка мурĕ Чăваш Енре ан сарăлтăр тесе ветслужба мĕнле ĕç пурнăçлать.
- 2011 çулта вăл Чул хула облаçĕнчи Дзержинск районĕнче, Володарский районĕнчи Мулино поселокĕнче сарăлнине хыпарларĕç. Вĕсем республикăран инçе мар. Пĕр-пĕрин патне куллен тенĕ пек автомашина çÿрет. Чăваш Ене вирус çитес хăрушлăх тухса тăчĕ. Республикăн Министрсен Кабинечĕ ăна чикĕ урлă каçарас мар тесе патшалăхпа муниципалитет органĕсенчен мĕн кирлине пĕтĕмпех тума ыйтрĕ. Чул хула енчен Етĕрнене, Пăрачкава, Улатăра, ытти ял-хулана пырса кĕмелли çулсем çине инфекцие пĕтермелли автобарьер вырнаçтартăмăр. Дежурство чикĕрен выльăх турттарса каçакансене кунĕн-çĕрĕн тĕрĕслерĕ. Ветеринари-çул докуменчĕсĕр территорие никама та кĕртмен.
- Чĕрĕ выльăхпа, аш-какайпа, ытти апат-çимĕçпе пĕрле этеме, чĕрĕлĕхе инкек кăтартакан чир кÿрес хăрушлăх пур-и.
- Вăл яланах пулнă, ÿлĕм те пулĕ. Мĕншĕн тесен республика çулĕсем федерацин тĕрлĕ субћекчĕшĕн талăкĕпех уçă. Тулашран пысăк тăкак кÿрекен чир инфекцийĕ илсе килекенсене тăрă шыв çине кăларасси, выльăха амакран çийĕнчех сиплесси - ветслужбăн тĕп тивĕçĕсенчен пĕри. Ку ĕçре пире çул-йĕр инспекторĕсем аван пулăшаççĕ. Кăçал юпа уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне Чăваш Ене 9447 тонна аш-какай турттарса килнĕ. Сутмалли вăхăчĕ иртнĕ, ăна суту-илĕве тирпейлесе ăсатмалли хатĕр таврашĕ инструкципе килĕшсе тăманран 6 тонна пăрахăçлама тивнĕ. Ашран хатĕрленĕ апат - 1608, пулă 12780 тонна кÿнĕ. Пахалăхĕ япăх тата вĕсене упрамалли йĕркене пăхăнман пирки 1530 килограмм шутран кăларма йышăннă. Тулашран пирĕн пата 62680 тонна сĕт ăсатнă. Вăл шутран 2 тонна çиме юрăхсăр. 27630 чăх çăмартипе, 30 тонна пахча çимĕçпе усă курма ирĕк паман. 8910 килограмм кăлпассине, 1130 килограмм çурма фабриката пĕтерме сĕнтĕмĕр. Апат-çимĕç пахалăхĕ начаррине пула çынсем чирлеме пултараççĕ. Пăсăкки сентре çине ан лектĕр. Пирĕн специалистсем çак тĕллеве ăнăçлă пурнăçлассишĕн пасарсенче, ветлабораторисенче куллен вăй хураççĕ.
- Уртаракан чир пирки мĕн пĕлтеретĕр.
Унăн вирусне икшер лашапа кушак, пĕр ĕне выльăх, ултă тилĕ организмĕнче палăртрăмăр. Республика Пуçлăхĕ кашни тĕслĕх пирки ятарлă хушу кăларать. Унпа килĕшÿллĕн чирлĕ выльăх тата чĕр чун вырăнне карантина хупрăмăр, сывă выльăха, этеме вирус ан куçтăр тесе вĕсене утилизациленĕ. Ялти пĕтĕм выльăха вируса пĕтермелли препаратпа вакцинациленĕ. Чирлĕ выльăх хуçисене уртаракан чире хирĕçле сиплев курсĕ витĕр кăларнă. Республикăра вирус этеме куçнă пĕр тĕслĕх те пулман. «Хыпар» вулаканĕсене çак чиртен сыхланма чĕнсе калатăп. Йытă, кушак, тилĕ, вăрмантан яла кĕрсе аташса çÿренĕ ытти чĕр чун çыртсан нимех те пулмĕ тесе ал ан сулăр. Хăвăра суранлатнине выльăх тухтăрне пĕлтерĕр.
- Ветспециалистсем ял ĕçченĕсене пулăшнă тĕслĕхсемпе паллаштараймăр-и.
- 2012 çулхи пуш уйăхĕнче Шăмăршă районĕнчи «Исток» общество выльăхне некробактериоз ернине пĕлтĕмĕр. Вăл ĕнене урасăр тăвать, ăш-чикне, хырăм айне сиенлет. Чирлисене сыввисенчен уйăртăмăр, сиплесе сыватрăмăр. Халĕ унта çав амака пула шар куракан ĕне çук.
Çĕрпÿ районĕнчи «Водолей» общество выльăхне лейкоз нумай çул нушалантарнă. Пирĕн ветеринарсем ăна сиплессишĕн сахал мар тăрăшрĕç. Сыватса çитерменни пĕр пуç та юлмарĕ. Çав районти «Колос» хуçалăхра та лейкоза пĕтертĕмĕр.
Кăçал Елчĕк районĕнчи пĕр хуçалăх выльăхне эмкар инкек кăтартрĕ. Унăн инкубаци тапхăрĕ 1-5 талăка тăсăлать. #т температури 41-42 градуса çитет. Выльăх çиме пăрахать. Кăкăрĕ, айакĕ, ытти шыçаççĕ. Ку чирпе асапланаканнисенчен пурте тенĕ пекех вилеççĕ. Пирĕн районти специалистсене пĕлтерсенех унта тухса кайрĕç, мĕнле амакне, унăн сăлтавне уçăмлатрĕç. Чире кĕске хушăра «парăнтарчĕç». Кун пек ырă тĕслĕх нумай. Выльăх йăмшакланнине ветстанцисене вăхăтра пĕлтермелле. Сиплеве çийĕнчех пуçламалла.
Юрий МИХАЙЛОВ
Оригинал статьи:http://hypar.ru/nws/show/32/22150/index.php?id=s211137567661