Витесене дезинфекциленĕ, шуратнă
Ытлари кун район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ–АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин тата тĕп специалист-эксперчĕ Елена Михайлова, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕн çумĕ Лариса Симушкина Тăвай енри выльăх-чĕрлĕх витисене хĕле мĕнле хатĕрленипе интересленнĕ. Грачев, Хумышев хресчен фермер хуçалăхĕсенче, “Чутеевский” ЯХПКра пулнă вĕсем.
Çÿлерех асăннă хуçалăхсенче ĕçчен, ответлăха туякан çынсем вăй хураççĕ. Грачев хресчен фермер хуçалăхĕнче сăвакан 130 ĕне пăхаççĕ. Пĕр ĕне пуçне вăтамран 11, 4 килограмм сĕт суса илеççĕ куллен. Ку коллектив кĕтÿ йышне ÿстерессишĕн тимлет.
“Чутеевский” ЯХПКра та мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ пысăкланнă. Ферма заведующийĕ Николай Кузнецов комиссие специалистсем çырса пыракан документсемпе те паллаштарнă.
Çĕнĕишпуçсем паянхи кун кашни ĕне пуçне 16 килограмм сĕт сăваççĕ. Ку – районти чи лайăх кăтартусенчен пĕри.
Хуçалăх ертÿçипе Сергей Хумышевпа, ферма заведующийĕпе Ираида Архиповапа тĕл пулса калаçнă район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Чайкин, выльăх пăхакансен çуркуннехи хавхаланăвĕ халĕ те иксĕлменнине палăртнă вăл, сĕнÿсем панă. Ахальтен мар Хумышев хресчен фермер хуçалăхĕнче витесене хĕле хатĕрлес темăпа районти семинар иртнĕ. Выльăх ĕрчетес енĕпе документсем çырса пырассипе кăмăллă юлнă комисси.
Çÿлерех палăртнă хуçалăхсенчи выльăх пăхакансем фермăсене хĕле хатĕрлес ĕçсене вĕçленĕ, тесен те йăнăш мар. Витесене дезинфекци тунă, шуратнă. Кашни условнăй выльăх пуçне 20, 5–26, 7 центнер апат единици хатĕрленĕ.
"Ял ĕçченĕ"