Государственная ветеринарная служба Чувашской Республики Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби

Выльăх-чĕрлĕх витисене тĕрĕсленĕ

Cу кунĕсем ялху çалăхĕнче вăй хуракан ĕ çченсемшĕн акса-лартса çитĕнтернĕ тырпулпа пахча çимĕ çе пухса кĕртессипе çеç вĕçленмест, ăна пахалăхлă усрама условисем туса парас ĕçе те тимлеме хушать. Уй-хир ĕçченĕсем çакăншăн шухăшла çĕ пулсан, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вара – чĕрчунсене хĕллехи тапхăрта тĕрĕс-тĕкĕл усрама çителĕклĕ таран апат тата паха вите çурчĕсем хатĕрлесси. Нумаях пулмасть районти тĕп ветеринари врачĕпе В. Уланковăпа район администрацийĕн ялху çалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ Е. Филиппова районти ялху çалăх предприятийĕсемпе хресченпе фермер ху çалăхĕсенчи выльăх-чĕрлĕх объекчĕсене хĕллехи тапхăра еплерех хатĕрленине тĕрĕслерĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен, районти ĕне-выльăх отраслĕ хĕллене хатĕр темелле. Пур тĕрлĕ ху çалăхсенче те çителелĕклĕ таран паха апат хатĕрленĕ. Вăл шутра утă-улăм та, сенажпа силос та, комбикорм та пур. Ферма çурчĕсене шал енчен те, тулашĕнчен те юсаса йĕркене кĕртнĕ, дезинфекци туса извеçпе шуратнă. «НамЭКО» ООО-ра ĕнесене пăрулаттармалли уйрăма тĕпрен улăштарса реконструкцилеççĕ. Ĕитес вăхăтрах Владимир облаçĕнчен ăратлă тынасем илсе килмелле, вĕсене гаранти вăхăтне хупма уйрăм çурт хатĕрлеççĕ. В. Плотников, М. Тагеев ертсе пыракан хресченпе фермер ху çалăхĕсенчи выльăх-чĕрлĕх объекчĕсем хĕле хатĕр, пуринче те чир-чĕрсенчен дезинфекци туса шуратса хунă. Ĕак ĕçсене тунипе пĕрлех В. Ермолаев ху çалăхĕнче выльăхсене çуллахи тапхăрта тата у çăлтарма кăлармалли картишне карта тытса пĕтереççĕ. «Бичуринский» ялху çалăх предприятинче ĕçсем кал-калах пыраççĕ тееймĕн (вите çурчĕсене шуратман), çапах та дезинфекци ĕçĕсене вĕçленĕ.

Ăратлă сурăх ĕрчетекен Э. Агаев хресченпе фермер ху çалăхĕнче выльăх тытмалли витен урайне сараççĕ, тĕрлĕ ÿсĕмри выльăхсене уйрăмшарăн тытма пĕчĕк пулĕмсем хатĕрлесе çитерес ĕçвĕ çленсе пырать. А.Беловăн предприятийĕнче выльăхсем валли ытлă- çитлĕ апат хатĕрленĕ, вите çурчĕсене шуратнă. Хĕллехи тапхăра кĕриччен дезинфекци ĕçĕсене те хăйсен вăйĕпех туса ĕлкĕресшĕн кунти ĕçченсем.

Г. ТРИФОНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
16 сентября 2013
11:50
Поделиться