Государственная ветеринарная служба Чувашской Республики Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби

Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни паха

Июлĕн 10-мĕшĕнче районти хуçалăхсен ертÿçисем тата специалисчĕсем выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явма «Асаново» ЯХПКра канашлăва пуçтарăнчĕç. Мероприятие ирттерме ахальтен мар çак хуçалăха суйланă: вăл аван кăтартусемпе палăрса тăрать, районта малта пыраканнисенчен пĕри шутланать.

Чи малтанах пуçтарăннисем ЯХПКн ĕне фермипе паллашрĕç. Паянхи кун унта — 453 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра сăвакан160 ĕне. Талăкра кашни ĕнерен вăтамран 18-шар килограмм сĕт суса илеççĕ. Ку вăл — районти иккĕмĕш кăтарту. «Витесем чылай кивелнĕ, маччисем лутра пулнипе кунта тракторпа кĕме çук, апла пулин те Асанкассисем аван ĕлкĕрсе пыраççĕ. Çакă ĕçе пĕлсе йĕркеленипе, кашниех хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланипе çыхăннă. Тумаллисем, паллах, пур. Хуçалăхра ĕçлекенсем малашне те лайăх кăтартусемпе савăнтарасса шанатăп», — уçрĕ шухăшне район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев.

Хальхи вăхăтра кĕтÿ симĕс курăк çинче çÿрет. Сăвăм малашне те пысăк пултăр тесен хĕле валли пахалăхлă выльăх апачĕ хатĕрлесе хуни пĕлтерĕшлĕ. Çавна май канашлăва хутшăнакансем Асанкассисем сенаж хатĕрлекен çĕре те çитсе курчĕç, унăн пахалăхне хакларĕç. Ку ĕçре Валерий Катмаковпа Евгений Пыркин тăрăшаççĕ.

Çавăн пекех ял хуçалăх отраслĕнче вăй хуракансем ЯХПКн уйĕсене те çитрĕç, вĕсенчи лару-тăрăва хакларĕç.

Район администрацийĕн тĕп зоотехникĕ Кияметдин Гимальдинов çур çулти кăтартусемпе паллаштарчĕ. Кăçал ял хуçалăх предприятийĕсенче пурĕ 5343 центнер аш-какай туса илнĕ. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 400 центнер нумайрах. Кашни 100 гектар çĕр пуçне «Рассвет» ЯХПКра — 75,8-шар центнер, «Искра» колхозра, «Восток» ЯХПКра — 32-шер центнер, «Сюрбеево» ОООра — 28-шар центнер, «Труд» ЯХПКра — 27,3-шер центнер, «Асаново», «Пайгас» ЯХПКсенче 25-шер центнер аш-какай туса илнĕ. Хуçалăх ертÿçисене пăшăрхантаракан ыйту — сысна тата пăру какайĕсене вĕсенчен йÿнĕ хакпа туянни. Çакна кура выльăх шутне малтанхи шайрах сыхласа хăварасси çине уйрăм тимлĕх уйăрма тивет. Республикипе илсен, чылай хуçалăх сыснасен тата мăйракаллă шултра выльăхăн шутне чакарса пырать. Пирĕн районта ку енĕпе лару-тăру аванрах. Пĕтĕмĕшле кăтартусем тăрăх, июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче 7501 пуç мăйракаллă шултра выльăх шута илнĕ. Çакă пĕлтĕрхинчен 245 пуç нумайрах. Сыснасен шучĕ 2460 пуçпа танлашать, пĕлтĕрхинчен 1023 пуç сахалрах.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта районти ял хуçалăх предприятийĕсенче 5905 тонна сĕт суса илнĕ (пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 328 тонна ытларах). Ку енĕпе уйрăмах «Восток» ЯХПКра (632 тонна), «Асаново» ЯХПКра (602 тонна), «Урожай» колхозра тата «Слава» ЯХПКра (470 тонна) хастар ĕçлеççĕ. «Пайгас» ЯХПКра сĕт суса илесси 37 процент, «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕнче 24 процент, «Дружба» ЯХПКра 22 процент, «Луч» ЯХПКра 13 процент чакнă.

Чи нумай сĕт суса илнĕ дояркăсене ятранах асăнса хăварас килет. Вĕсем: «Асаново» ЯХПКри Наталья Беловăпа (вăл кашни ĕнерен вăтамран 4208-шар килограмм сĕт сунă) Лариса Иванова (4000-шер килограмм).

Районти ветеринари станцийĕн начальникĕ Рустем Велимухаметов выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешес ĕçри кăтартусемпе паллаштарчĕ. Çавна май туса ирттернĕ прививкăсем çинчен каласа пачĕ, вăхăтра тунă вакцинаци инфекциллĕ чиртен хÿтĕленмелли чи лайăх мел пулнине палăртрĕ. Унсăр пуçне витесене хĕле хатĕрлес ыйту çинче те уйрăммăн чарăнса тăчĕ.

Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçлекенсем канашлура тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашса пĕтĕмлетÿсем турĕç.

Кăçалхи çур çулта пăрусем вăтамран талăкра 544-шар грамм ÿт хушнă. Ку кăтарту «Слава» ЯХПКра — 690 грампа, «Асаново» ЯХПКра — 650 грампа, «Труд», «Рассвет» ЯХПКсенче 600 грампа танлашать.

Республикăра мăйракаллă шултра выльăх чи нумай усракансем — Елчĕк (пурĕ 7755 пуç), Комсомольски (7501 пуç) тата Вăрнар (6487 пуç) районĕсенчи ял хуçалăх предприятийĕсем. Çав вăхăтрах Куславкка районĕнчи хуçалăхсенче пурĕ те 100 пуç анчах.

Н.КАЛАШНИКОВА. 

"Каçал Ен"
16 июля 2013
08:09
Поделиться