Чире вăхăтра тупса палăртнă (Хыпар)
Çĕçĕпе кастарнă алăпа амак вирусĕллĕ кушака е выльăха сăтăркаласан та вăл организма лекет. Сурчăкланнă çăм çинче те вирус пайтах. Этем организмĕнче сарăлсан тĕп нерв тытăмне сиенлетет. Чир аталанса пыракан тапхăр 10 талăкран пуçласа - 3-4, ытларах чухне 1-3 уйăха /тепĕр чухне дулталăк таран/, лайăх иммунизациленнĕ çыннан - 77, начар иммунизациленнин 54 талăка тăсăлать. Амакăн юлаш-ки тапхăрĕнче шалкăм çапать: утайми, курми, сывлайми пулать. 5-8 талăкран асапланса вилет.
Республикăра уртаракан чир пурнăçа тăтна тĕслĕх нумай çул пулман. Апла пулин те вăл этеме хăрушлăха кĕртсе ÿкерме пулта-рассине Йĕпред районĕнчи выльах чирĕсемпе кĕрешекен станци ертÿдипе Валентина Ивановăпа курса калаçсан аванах туйса илтĕм.Çĕçĕпе кастарнă алăпа амак вирусĕллĕ кушака е выльăха сăтăркаласан та вăл организма лекет. Сурчăкланнă çăм çинче те вирус пайтах. Этем организмĕнче сарăлсан тĕп нерв тытăмне сиенлетет. Чир аталанса пыракан тапхăр 10 талăкран пуçласа - 3-4, ытларах чухне 1-3 уйăха /тепĕр чухне дулталăк таран/, лайăх иммунизациленнĕ çыннан - 77, начар иммунизациленнин 54 талăка тăсăлать. Амакăн юлаш-ки тапхăрĕнче шалкăм çапать: утайми, курми, сывлайми пулать. 5-8 талăкран асапланса вилет.
Кăдалхи карлач уйăхĕнче районта яла пырса кĕнĕтилĕ уртаракан чирпе асапланнине палăртнă. Çак тĕслĕх ветеринарсе-не те, выльах тытакансене те шухăшлаттарнă.
Уйăхранах амак вирусне Ильич ячĕллĕ колхоз лашинче тупнă. Ветстанци специалисчёсем вăл йăмшакланнине Чăваш Тимеш ялне прививка тума кайсан асарханă. «Мĕншĕн хытса каинă пек тăрать?» - кăсăкланна пĕрремĕшĕ. «Чирлĕ марши?» - сисчĕвленнĕ иккĕмĕшĕ. Тĕпчев ирттереççĕ те - лаша чирпе нушаланни уçăмланать. Унтан вирус этеме куçма пултарнă-çке! Ветврачсем амак çулне çийĕнчех пÿлнĕ.
Пуш уйăхĕнче «Патман» кооперативăн пушмак пăрăвне те хаяр лекнĕ. Малтанах выльăх пăхакансем ăна мĕнлерех чĕме-ре тытнине ниепле те тĕшмĕртеймен. Юрать-ха, вăл чирленине вăхăтра ветстанцие сис-тернё. «Çaв эрнерех тĕпчев ирттертĕмĕр те пăру уртаракан чире пула вăйсăрланнине пĕлтĕмĕр, -терĕ Валентина Александровна. - Виçе тĕслĕхре те амак сăлтавне пĕтерессишĕн, вырăнта профилактика ĕдне пурнăçлассишĕн тăрăшрăмăр. Чир объекчĕсемпе хутшăннă выльаха вирусран хÿтĕлес тĕллевпе тепĕр хут иммунизацилерĕмĕр. Сунарçăсем тилĕсен йышне чакарма пулăшрĕç. Вĕсене фермăсен çывăхĕнчен хăвалама хушнă. Çапах та уртаракан чир ÿлĕм те выльăха ерес хăрушлăх пур. Çавăнпа ял çыннисене амак ересрен сыхланма чĕнсе калатăп».
Юрий СЕРГЕЕВ