Кайăк грипĕнчен сыхă пулмалла
Пĕлтĕр Раççей Федерацийĕн 16 субъектĕнче кайăк-кĕшĕк гриппа чирленине палăртнё. Чир-чĕр тапхăрĕнче 1,39 миллион кайăк-кĕшĕк вилнĕ. Вĕсене пĕтерсе сиенсĕрлетессипе вырăнсенче тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.
2007 çул пуçламăшĕнче , акă, Çер чăмăрĕ çинчи хăш-пĕр çĕр-шывсенче – Таиландра, Японире тата ытти çĕрте кайăк грипĕ палăрнă. Çака вара Чăваш Ен тăрăхĕшĕн те хăрушлах кăтартса тăратать. Юлашки вăхăтра çанталăк условиĕсем хăвăрт улшăнса тăнине пула вĕçен кайăксем кăнтăрти районсенчен иртерех вĕçсе килме пултараççĕ. Чир-чĕр саралас хăрушлăх ан пултăр тесе февраль-март уйăхĕсенче, районта вакцинăсем килсен килти хуçалăхри кайăк-кешĕке профилактика ĕçĕсем иртерме палăртса хунă. Çак кирлĕ ĕçе вăхăтра йĕркелесе ирттерессипе ял тăрăхесен ĕçченĕсен яваплă пулмалла кил хуçисен те вакцинаци вăхăтĕнче активлăх кăтартмалла.