Государственная ветеринарная служба Чувашской Республики Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби

Карантин йĕркине пăрахăçларĕç

Чăваш Енре сыснасен Африка чумипе кĕртнĕ карантин йĕркине пăрахăçланă. Кун пирки Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ятарлă Хушу кăларнă. Аса илтеретпĕр, карантин утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче пуçланчĕ. Халĕ чирпе кĕрешмелли пур ĕç-пуçа та пурнăçланă. Пĕр-пĕр чир лексен ăна наччасрах сиплемелле. Сикекен чир пулсан пушшех те. Чăваш Республикинче чĕр чунсене чир-чĕртен тĕрĕслесех тăраççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 100 ытла хир сыснин тата 2 000 ытла килти сыснан суллине тĕрĕслеве янă. Вĕсенчен пĕри чир пулнине кăтартнă.

АЛЕКСАНДР ШАКИН: «Кăçал утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шăмăршă тăрăхĕнче сунарçăсем сысна тытнă пулнă. Ун, патологический материал тетпĕр, ăна республика лабораторине янă. Унта Африка мур чирĕ тупнă пулнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Хушăвĕпе Шăмăршă тăрăхĕнче чару мероприятийĕсем йĕркеленĕ». Сикекен чир сарăласран сыхланса сыснасене ыттисенчен уйрăм усранă. Карантинран кăларма Шăмăршă тăрăхĕнче иртнĕ эрнере сунар лапамĕнче хир сыснисене тепĕр хут тытса тĕрĕсленĕ. Хальхинче вара сыснасен африка чуми палăрман. Çакăнпа килĕшӳллĕн Республика Пуçлăхĕн Хушăвĕпе карантин йĕркине пăрахăçланă. «Чир-чĕр тĕппипех çухалтăр тесе сыснасене апат-ҫимӗҫ каяшӗсемпе тӑрантармалла мар, çывăх вăхăтра çынсен вăрмансене каймасăр пурăнмалла», – пĕлтерет Чăваш Енĕн патшалăх ветеринари служби.



02 августа 2023
11:47
Поделиться