Икĕ предприяти çĕкленет

Канаш районĕнчи Е.Матьянов хресчен-фермер хуçалăхĕ Энтрияль çывăхĕнче выльăха пусмалли комбинат хăпартать.

Ăна ĕçе кĕртсен талăкра сысна — 100, мăйракаллă шултра выльăх 200 пуç тирпейлĕç. Объекта авăн уйăхĕнче хута ярасшăн. «Вăл Канашсене çеç мар, таврари районсене те кирлĕ, — пĕлтерчĕ ЧР патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов. — Мĕншĕн тесен выльăха пусмалли пунктăн санитари ыйтнине тивĕçтермелле».

Республикăн патшалăх ветеринарин тĕп инспекторне чи малтан объекта çак условие шута илсе хăпартасси кăсăклантарнă. Ыйтăва тишкернĕ хыççăн вăл Канаш районĕнчи чир-чĕрпе кĕрешекен станци коллективĕпе канашлу ирттернĕ, учрежденин кăçалхи 5 уйăхри ĕç-хĕлне хакланă. Районти хуçалăхсенче ерекен чире сарăлма парас мар тесе коллективран мĕн кирлине пурне те тума ыйтнă.

Çак районти Калиновка ялĕ патĕнче нумаях пулмасть йăлари хытă каяша уйăракан предприяти ĕçлеме тытăннă. Николай Сергеев тата унăн ывăлĕ Василий çĕртме уйăхĕн çурри тĕлне хытă каяша 8 ял тăрăхĕнчен йышăннă. Малашне ăна ытларах ялтан турттарасшăн, производствăра усă курма май пур чĕр таварпа ятарлă предприятисене тивĕçтересшĕн. «Ăна лайăх туянсан хытă каяша нумайрах уйăрăпăр», — тет Николай Сергеев.

27 июня 2019
15:08
Поделиться