Государственная ветеринарная служба Чувашской Республики Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби

Уртаракан чиртен

Уртаракан чир вирусĕ этем организмне лексен, унран вăхăтра сипленмесен пурнăç татăлать.

Усал вирус ытларах чухне çынна - выльăхран, ăна вăрман чĕр чунĕнчен ерет, амака пăчлантарассишĕн çийĕнчех тивĕçлĕ ĕç пурнăçламасан уртаракан чир сарăлма пултарать. Вăл ан алхастăр тесе чирлĕ выльăха утилизацилеме тивет. Ветслужба хуçалăхсене уртаракан амакран хÿтĕлессишĕн профилактика ĕçне çуллен йĕркелет. Тискер чĕр чуна чиртен иммунизацилеме çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче республикăна «Рабистав» вакцина 26 пин доза илсе килнĕ.

Хальхи вăхăтра уртаракан чир вирусне сарма пултаракан чĕр чунсем ĕрчекен кашни тăваткал километра 20-25 брикет хураççĕ. Хăйĕн шăршипе ашпа тăранса пурăнакан чĕр чуна тутанса пăхма илĕртет. Ăшĕнче - вакцина. Вăл тилĕ е кашкăр организмне лексен, çирĕм пĕрремĕш талăкра, усал чиртен иммунизацилет. Ку ĕçе Муркаш районĕнче вĕçленĕ ĕнтĕ. Унта - 900, Шупашкар хулинче 100 доза хурса тухнă. Ытти районпа хулара та профилактика тĕллевне пурнăçлаççĕ.

                                                                                   Юрий МИХАЙЛОВ



Хыпар
04 июня 2019
10:33
Поделиться