Кайăк-кĕшĕк грипĕнчен сыхланар

Пĕлтĕр кайăк-кĕшĕкĕн пысăк патогенлă грипĕ Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Йĕпреç, Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк, Çĕрпÿ, Куславкка районĕсенчи хуçалăхсене тăкак кÿчĕ.

Аван-ха: кăçалхи иртнĕ уйăхсенче вирусне тупса палăртман. Вăл Раççей регионĕсенчен ытларахăшĕнче алхасать - чăх-чĕппе, унран тăвакан апат-çимĕçпе Чăваш Ене килес хăрушлăх пысăк. Пирĕн чĕр чун грипран шар ан куртăр тесен мĕн тумалла?

- Патшалăхпа муниципалитет органĕсен пĕрле комплекслă ĕç пурнăçламалла, - терĕ республикăн патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов. - Кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен предприятисене биологи хÿтлĕхĕпе туллин тивĕçтермелле. Район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем ертсе пынипе ветслужба специалисчĕсен çынсене грипп инфекцине Чăваш Ене кĕртме тата районсенче сарăлма парас мар тесе пурнăçламалли мероприятисемпе паллаштармалла. Паян грипп чăх-чĕп фабрикисене лекес хăрушлăх пур. Предприяти специалисчĕсен пирĕн ветеринарсемпе пĕрле вирус хупă объектсене мĕнле майпа лекме пултарассине, унтан еплерех сыхланмаллине тишкермелле, предприятире, ял-хулара инфекци сарăлма пултарассине шута илсе унпа кĕрешме яланах хатĕр тăмалла. Республика урлă гриппа чирлекен кайăк чылай /шутне пĕлместпĕр/ вĕçсе иртет. Кил хуçалăхĕнчи кайăк-кĕшĕк ял-хула таврашне анса лараканнипе ан хутшăнтăр тата биологи материалĕнчен ан инфекцилентĕр тесе картаран кăлармалла мар.

Амака Чăваш Ене 2018 çулта Ростов облаçĕ «парнелерĕ». Паллах, регион айăплă мар. Чире сарнăшăн явапли - унти ветеринарсене тĕрĕслеттерсе тивĕçлĕ документ илмесĕрех кăвакал чĕпписем илсе килнĕ тата республикăна таврăнсан хамăр специалистсемпе килĕштерсе вĕсене карантина хупмасăрах ял-йыша сутнă предприниматель. Саккуна уямасăр тулашран чирлине турттарса килмĕç, халăха сутмĕç тесе никам та çирĕплетеймĕ кăçал та. Ветслужба право йĕркине хÿтĕлекен органсемпе пĕрле ăна-кăна Чăваш Ене илсе кĕнĕ, тулаша турттарнă, республикăри пĕр вырăнтан тепĕрне куçарнă, ял-йыша сутнă чухне ветеринари саккунне еплерех пăхăннине тĕрĕслесе тăрать-ха. ГИББД инспекторĕсем кайăк турттаракан автотранспорта чарса водитель докуменчĕпе кăсăкланаççĕ, ăна илсе килнĕ регион ветслужби грипран тĕрĕсленине çирĕплетекенни пулмасан карантина хупаççĕ. Республикăра ГИББД пăхса ĕлкĕреймен хутлăх пайтах, инфекцирен сыхланма ветспециалистсене чикĕсене тăратаймастăн. Ахăртнех, амакран чи малтан чĕп туянаканăн сыхланмалла. Ăна тивĕçлĕ органсем ирĕк памасăрах сутма пултараççĕ. Вăл пулсан та продукцие грипран тĕрĕсленине çирĕплетекен документпа кăсăкланмаллах-тăр. «Куçа хупса» туянсан инфекциллĕ чăх-чĕп «парнелĕç».

Ветслужбăн патшалăх ветеринари тĕрĕслевĕн пайĕ пĕлтĕр вируса республикăра сарма парас мар, кайăк-кĕшĕк хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă саккун-инструкцие еплерех пăхăннине палăртас тесе тĕрĕслев час-часах ирттернĕ. Ахаль çынсем тĕлĕшпе - 61 /вĕсенчен штраф 63,8 пин тенкĕ шыраттарса илнĕ/, уйрăм предпринимательсем пирки - 9 /27 пин т/, должноçри çынсем çинчен 7 /35 пин т/ протокол çырнă /штраф пурĕ 125800 тенкĕлĕх/. Пай кайăк-кĕшĕк усракан ултă предприяти грипран сыхланмалли йĕркене тивĕçтерменшĕн Канаш хулинчи, Шупашкар районĕнчи фабрикăсене, пĕр уйрăм предпринимателе тата хресчен-фермер хуçалăхне административлă майпа явап тыттарма - штрафлама - йышăннă. Кайăка, унран хатĕрленĕ продукцие сутасси, биологи каяшне пухасси тата утилизацилесси çинчен калакан саккунсене пăхăнман, кайăк-кĕшĕкпе пĕрле илсе тухакан документсене вăйра тăракан йĕркепе хатĕрлемен тĕслĕхе 89 палăртса административлă ĕç /штраф 150 пин тенкĕлĕх/ кашнинпех пуçарнă. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта çулсем çинче, пасарсенче, ытти çĕрте рейд ирттерсе чĕрĕ кайăка, унран хатĕрленĕ апат-çимĕçе турттармалли, сутмалли йĕркене пăхăнман 33 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă, 53 пин тенкĕлĕх штраф хунă.

- Саккунсене çирĕп пăхăнсан çеç грипп çулне пÿлĕпĕр. Унпа ăнăçлă кĕрешесси фабрика-предприятирен /вĕсенче кайăк-кĕшĕк тÿпи - 83%/, хресчен-фермер хуçалăхĕсенчен /3%/ тата кил хуçалăхĕсенчен /14%/ нумай килет, - терĕ Сергей Иванович. - Кайăк-кĕшĕке çак амакран хÿтĕлеме федераци хыснинчен уйăрнă укçапа 600 пин ытла вакцина туянтăмăр. Ветслужба умĕнче кайăк-кĕшĕке унпа иммунизацилес тĕллев тăрать.

17 мая 2019
08:55

Хыпар

Поделиться