Государственная ветеринарная служба Чувашской Республики Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби

Ветеринари специалисчĕсем кайăк-кĕшĕк чирĕпе кĕрешмелли ятарлă ĕçсем туса ирттереççĕ

Ветеринари специалисчĕсем кайăк-кĕшĕк чирĕпе кĕрешмелли ятарлă ĕçсем туса ирттереççĕ

Паянхи кун Чăваш Респуликинче кайăк-кĕшĕк грипĕпе çыхăннă лару-тăру лăпкă. 2018-мĕш çулта вирус инфекцийĕ республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тĕл пулнине асăнмалла. Ку Чăваш Республики урлă вĕçен кайăксен çулĕ выртнипе тата пирĕн тăрăхра шыв кайăкĕсем йăва çавăрнă вырăн нумай пулнипе çыхăннă. Çавăнпа та кайăк-кĕшĕк грипĕ сарăлас хăрушлăх пур.

Кайăк-кĕшĕк грипĕ ан сарăлтăр тесен 2019-мĕш çулхи «Ял хуçалăх аталанăвĕ» патшалăх программипе килĕшÿллĕн ветеринари специалисчĕсем килти кайăк-кĕшĕке прививка тума планланă. Вакцинăна илме федераци хыснинчен (бюджетĕнчен) ятарлă укçа уйăрнă. Асăннă вакцина кайăк-кĕшĕк иммунитетне çирĕплетет, чир-чĕрпе 12 уйăх хушши кĕрешет. Прививкăна 3 эрнери кайăк-кĕшекрен тума пуçлаççĕ.

Шупашкар хулине тата республикăри районсемпе хуласене вакцина çитсе пынă çемĕн ветеринари специалисчĕсем кайăк-кĕшĕк чирĕпе кĕрешмелли ятарлă ĕçсем туса ирттереççĕ.

Хăрушă чиртен сыхланасси хамăртан - чăх-чĕп, хур-кăвакал усракансенчен килет. Чир ан тухтăр, унран пысăк сиен курас мар тесен чире хирĕç тăмалли йĕркесене çирĕп пăхăнмалла, çав шутрах, кайăк-кĕшеке прививка тăвас ĕçе те активлă хутшăнмалла.



16 мая 2019
13:02
Поделиться