Африка мурĕ, кайăк грипĕ çук

Чĕр чунсен ерекен тата уйрăмах хăрушă амакĕсем сарăлассипе эпизоотика тăрăмĕ Раççей Федерацийĕнче çав-çавах йывăр: Африка мурне, кайăк-кĕшĕк грипне, ящура шута илнĕ, выльăха уртаракан чир, бруцеллез, туберкулез, лейкоз тăкак нумай кăтартать. Эпизоотика тăрăмĕ Чăваш Енре еплерех-ха? Республикăн патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов хуравлать.

— Пĕлтĕр вылăхпа кайăк-кĕшĕке шар кÿме пултаракан 22 вырăна /2-шĕнче — пыл хурчĕн Европа çĕрĕкне, пĕринче — ĕне выльăх лейкозне, тепринче — чĕр чун сальмонеллезне, 7-нче чĕр чун /5 тилĕ тата 2 кушак/ урнине, 11-нче — кайăк-кĕшĕк грипне/ шута илтĕмĕр. Çав вырăнсене карантина хупрăмăр, амакран сиплемелли комплекслă тĕллевсене çирĕплетрĕмĕр. Вĕсене пурнăçласа чĕр чунсене усракан 26 пунктра сиплев ирттертĕмĕр тата чĕр чунсене тытакан лаптăксене сиенсĕрлетрĕмĕр.

— Сергей Иванович, кăçалхи пирки мĕн калатăр?

— 2019 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне выльăха ырă кÿмен 8 çĕрте — лейкоз, Куславккапа Шупашкар районĕсенче тилĕпе кушак урнă чирсем юлнă. Пуринче те чиртен сыватрăмăр, анчах та лейкозран сиплессипе ĕç малалла пырать.

— Республикăри хуçалăхсене Африка мурĕ çав-çавах сăтăрлать-и?

— Ăна кăçал тупса палартман. Ветеринари учрежденийĕсенчен ирĕк илмесĕр Чăваш Ен тулашĕнчен выльăхпа кайăк-кĕшĕк, ашран хатĕрленĕ апат-çимĕç турттарса килнĕ пирки мур инфекцине ертес-сарас хăрушлăх пысăк. Çак инкекĕн тĕп сăлтавĕ — çынсем яваплăх туйманнинче. Чăваш Енĕн Патшалăх ветеринари служби çак амакпа ăнăçлă кĕрешессишĕн 2017 çулта «Чăваш Республикин территорине чĕр чунсемпе пĕрле Африка мурĕн вирусне çитерме тата вырăнта сарма парас мар тесе пурнăçламалли ĕçсем» ведомство программине çирĕплетрĕ. Унпа килĕшÿллĕн мур инфекцине тупса палăртассишĕн мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенче усракан сыснасенчен, хир сыснисенчен илнĕ патологи материалĕпе юн шывне тĕпчетпĕр. Кăçал ака уйăхĕн 30-меш телне 850 тĕпчев ирттернĕ — амак вирусне тупса палăртман. Иртнĕ çул ăна 2382 йĕркеленĕ — инфекцие шута илмен.

— Кайăк-кĕшĕк грипĕ çинчен мĕн пĕлтеретĕр?

— Шел, çĕршывра вăл анлă сарăлнă: пĕлтĕр сарăп кÿрекен 90 лаптăкра унăн вирусне 107 вырăнта шута илнĕ. Кăçал темиçе регионта тупса палăртнă. Уйрăм çынсем яваплă пулманран пирĕн республикăран та пăрăнса иртмерĕ. Патăрьел, Йĕпреç, Куславкка, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Елчĕк районĕсенче тăкак кăтартрĕ. Районсен чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станцийĕсем амак инфекцине сарăлма парас мар, пĕтерес тесе пурнăçламалли ĕçсене йĕркелерĕç, ветеринари-санитари мероприятийĕсене пурнăçларĕç. Кăçал Чăваш Ен çак амак енĕпе ăнăçлă регион шутланать. Унтан сыхланас ĕçре тĕпре — промышленноç меслечĕпе кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен предприятисене биологи майĕпе хÿтĕлесси, кил хуçалăхĕсенче ăна хупса усрасси тата унăн сывлăхне тăтăш тĕрĕслеттересси.

Паянхи кун тĕлне республикăра урнă пĕр чĕр чуна та регистрацилени пулман. 2018 çулта 7 вырăнта /Йĕпреç, Канаш, Шупашкар, Çĕмĕрле, Куславкка, Çĕрпÿ районĕсенче/ 5 тилĕпе 2 кушака шута илнĕ. Ку амак вирусне ытларах тилĕ ертет. Хуçалăхсене сăтăр кÿме пултарать. Çавăнпа ăна ял çывăхне те ямалла мар. Асăрхасанах ветеринарсене пĕлтермелле.

— Республикăра Çĕпĕр язви пысăк тăкак кăтартнă çулсем пулнă. Вăл фермăсене ан çулăхтăр — мĕн тăватăр?

— Ăна юлашки хут республикăра /Тăвай районĕнче/ 2002 çулта шута илнĕ. Выльăха сиен кÿме юрамасть. Çавăнпа патшалăх ăна профилактикăлама укçа çуллен çителĕклĕ уйăрать. Сăмахран, пĕлтĕр язвăран хÿтĕлеме 494958 выльăха иммунизациленĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем тата ветслужба çак амакпа çыхăннă 52 выльăх масарне кашни çулах тĕрĕслесе тăраççĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

 калаçнă

• Канаш районĕнчи чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станци ветеринарĕсем кайăк-кĕшĕк грипне тупса палăртассишĕн чăх-чĕпрен биологи материалĕ илеççĕ /2018 ç./.

Ветслужба сăн ÿкерчĕкĕ.

 



Хыпар
16 мая 2019
09:00
Поделиться