Государственная ветеринарная служба Чувашской Республики Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби

Карантина хупнă. Профилактика тăваççĕ

Россельхознадзорăн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх — утă уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне пысăк патогенлă кайăк грипĕн ªА йышши, çумтипĕ H5º эпизооти вырăнне республикăра — 9, ăнăçлă мар лаптăкне 8 çĕрте шута илнĕ.

Грипа Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк, Çĕрпÿ, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче регистрациленĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн вĕсенче тĕрлĕ енĕпе чару мелĕпе /карантин/ усă кураççĕ. ЧР Патшалăх ветеринари службин специалисчĕсем Министрсен Кабинечĕн хушăвне пурнăçласа Патăрьел тата Комсомольски районĕсенчи «ăнăçлă мар» ялсенче кайăк-кĕшĕке уйăрассипе, вĕсен продукцине илсе пухассипе çыхăннă ĕçсене пурнăçлаççĕ.
Управлени специалисчĕсем чире тупса палăртнă вырăнсенчен, ветеринарсем сăнаса тă-ракан ялсенчен вируса сарма парас мар тесе кайăк-кĕшĕк хуçисенчен ветеринари-санитари йĕркине пăхăнма ыйтаççĕ. Районсен чир-чĕрпе кĕрешекен станцийĕсен специалисчĕсемпе пĕрле килтен киле çÿресе кайăк-кĕшĕк сывлăхне, хуçисем ветеринари-санитари йĕркине еплерех пăхăннине, кайăка грипп ан ертĕр тесе профилактика ĕçĕсене мĕнлерех пурнăçланине тĕрĕслеççĕ. 

Хыпар



Хыпар
20 июля 2018
10:30
Поделиться