Государственная ветеринарная служба Чувашской Республики Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби

Асăрханăр: Африка чуми

Пăрачкав районĕнчи Кожевенное салинчен 7 çухрăм аяккарах хир сыснисен виллисене асарханă. Вĕсене тĕпченĕ хыççăн тискер чĕр чунсем Африка чумипе чирлени палăрнă.

Чăваш Енри патшалăх ветеринари служби пĕлтернĕ тăрăх, хир сыснисен ÿчĕсене çунтарнă, вĕсем пулнă вырăна типĕ хлор извеçне сапса сиенсĕрлетнĕ. Республикара мур сарăласран сысна ĕрчетекенсене асăрхану мероприятийĕсене ирттерме, фермăсенче «хупа» режимна ĕçлеме сĕннĕ.

Чăваш Ен Пуçлахĕ Михаил Игнатьев йышанавĕпе килĕшуллĕн каçалхи раштав уйахĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа Парачкав районĕнче АЧС вирусне тупнă вырăна карантина илнĕ.



Газета "Хресчен сасси"
20 декабря 2017
14:52
Поделиться