Ÿт-тир тĕввин чирĕ

Мăйракалла шултра выльăхсен ÿт-тир чирĕ - ерекен тĕвĕллĕ дерматит инфекциллĕ чир шутланать, вăраха пыракан сив чирпе, лимфа системи сиенленнипе, тир айнчи клетчатка тартаннипе, ÿт-тир çинчи тĕвĕсемпе, курçем, сывлав тата апат ирĕлтерекен органсен лăймака витĕмĕ сиенленните палăрса тăрать. Чирлĕ тата чирлесе ирттерсе чĕрĕ юлнă чĕрчунсем инфекци çăлкуçĕ пулса тăраççĕ. Чир пуçаракан вирус сывласа кăларакан сывлăшпа та, сĕлекепе те, сăмсаран, çăвартан, куçсенчен юхакан шĕвексампе те, ÿт-тир сиенленнĕ вырансенчен те, инфекциленнĕ ар вăрлахĕпе те, сĕтпе те тухать. Сывă тата чире сисĕмлĕ чĕрчунсем пĕр-пĕринпе хутшăннипе те ерме пултарать. Çапах та пай ураллă чĕрчунсем, шăна-пăванпа кайк-кĕшĕк инфекцие уйрăмах массăллă сарма пулăшаççĕ. Чире сисĕмлĕ выльăхсем апатпа шыв, тавралăхри объектсем, чирлĕ чĕрчун сĕртĕннĕ е хышаланнă хуралтăсем, оборудовани, транспорт хатĕрĕсем урлă та сиенленме май тупаççĕ. Профилактика ĕçĕсене пăхăнмасан тата вăхăтра сиплев ĕçĕсем туса ирттермесен, ĕне выльăхсен ÿт-тир тĕввин чирĕ выльăх-чĕрлĕх отрасльне чылай сиен кÿме пултарать. Хальхи вăхăтра ку чирпе Раççейри 23 вырăнта карантина хупнă. Çав шутра Пушкăрт Республикнче, Саратов, Самара, Волгоград, Ульянсвск облаçĕсенче.

 Чир ернĕ хыççăн унăн пĕрремĕш паллисем ытларах чухне 7-10 талăкран палăраççĕ. Мăйракалла шултра выльăхсен ерекен ÿт-тир тĕввин чрĕпе чирлĕ выльăхсен пĕр эрне хушшинче ÿт-пÿ температури 41 градус таран хăпарать, 7-12 кун хушшинче 2-5 см диаметрлă, 0,5 см сÿллĕш тĕвĕсем йĕркеленеççĕ, сиен кÿме тытнăнаççĕ. Выльăхăн вăрăха тăсăлскан сивчир пырать, выльăх сÿрĕкленсе каять,  çими пулать, хăвăрт сывлать, тахикарди палăрать, куссем шывланса юхасси пуçланать. Сăмса шăтăкĕсенчен, çăвартан пÿрленнĕ çĕрĕк шăршăллă лăймака юхать. Вырăн-вырăнпа ÿт-тир айĕнче тăртанса-шыçăнса тăрасси те пулать.

Асаннă чиртен сыхланса чи малтанах мăйракаллă шултра выльăхсене пăхса усрамалли ветеринари правилисене пăхăнмалла, тавралăха выльăх-чĕрлĕх каяшĕсемпе вараламалла мар. Чире сисĕмлĕ чĕрчунсене сыва выльăхсемпе пĕрле кĕтÿ кĕтме тата шăварма юрамасть, ун пек чĕрчунсене ветеринари специалисчĕсене çийĕнчех катартмалла, чире сисĕмлĕ выльăхсене чирлес пек пулни е унăн паллисем палăрсан ветспециалистсем пырса çитиччен вĕсене ытти выльăхсенчен уйăрмалла, кайран ветеринари специалисчĕсем панă хушусене, мероприятисен комплексне çирĕп пахăнса пурнçламалла. Чир качакасемпе сурахсемшĕн те харушă. Профилактика тĕлĕшпе чире сисĕмлĕ мăйракалла шултра выльăхсене ÿт-тирĕн ерекен тĕвĕ чирĕнчен вакцинаци тăваççĕ. Чирлĕ пулма пултарать тесе шухăшлакан выльăхсене пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçарса çÿреме е вĕсенчен çĕнĕрен ушкăнсем йĕркелеме юрамасть, унашкал выльăхсенне сĕтне те, ашне те илсе тухмалла мар. Асăннă территорирен тухакан транспорта дезинфекцилесе кăна калармалла. Витесемпе сарайсене те дезинфекци тумалла.

 

01 декабря 2017
10:21

Тăвай районĕн хаçачĕ "Ял ĕçченĕ"

Поделиться