Государственная ветеринарная служба Чувашской Республики Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари служби

Тилĕ нумайланнă

Юлашки вăхатра Чăваш Енре тилĕ ÿсни куç кĕрет. Уйрăмах вĕсем республикан кăнтăр районĕсенче алхасаççĕ. Патăрьел районĕнчи хăш-пĕр ялта «чее туссем» килти хушма-хуçлăхсем патнех пыни, чăхсене йăкăртса кайни пирки те калаççĕ. Тискер чĕрчунсем çын куçĕ умне курăнма та хăрамаççĕ имĕш…

Пăрачкав районĕнче юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче тилĕсене шута илем енĕпе ятарлă мероприятисем пуçланнă. Пăрачкаври выльă-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен район станцийĕн пуçлăхĕ Виктор Костин пĕлтернĕ тăрăх – чÿк ухăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне сунарçăсем сунарта 5 тилле райветстанцине панă. Вĕсене утилизацилеме Çĕрпÿ заводне ăсатĕç.

Республикăри тилĕ тата енот тытмалли сунар сезонĕ авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçланнă. Вăл нарăс 29-мĕшĕччен пырĕ.  «Алла пăшал тытăр!» чĕнÿ ахальтен çыралман. Хĕрлĕрех сарă чĕр чун ку тăрăхра та нумай хунаса кайнă. Ытти чухне асăрхануллăрах пулаканскер ку чух вăл çынсем умне, автотрасса çине тăтăшах тухкалать. Çапла май вăл авари тăвас хăрушлăх кăларса тăрать. Чылай чухне вăл хăй çăмăл машинăсен курстăрми айне пулса вилет. Ытти районсемпе танлаштарсан Пăрачкав тăрăхĕнче тискер çак чĕр чун хисепĕ пысăкрах. 2015 çулхи авăн уйăхĕ тĕлне републикара 1603 тилле шута илнĕ. Пăрачкав тăрăхĕнче юхăннă, пушаннă ыйвăç çуртсене хĕл каçма вырнаçаççĕ, чăхсене тустараççĕ. Хушăран кил хуçисем çăмарта тăвакан 10 чăхсăр та юлаççĕ.

Темиçе çул каялла тилĕ тирĕ модăраччĕ-ха. Унтан пальто çухависем те, калпаксем те çĕлететчĕç. Çулсем иртнĕçемĕн хĕрарăмсем кăмăллами пулчĕç ăна, тилĕ тирĕ модăран тухрĕ. Çавна май сунарçăсем те тилĕпе интересленме пăрахнăччĕ. «Патрон кăна пĕтеретĕн, тирне вара ниçта та вырнаçтараймастăн»,-тетчĕç вĕсем. Çавăпа вĕсене кăштарах та пулин хавхалантарма тесе вырăнти бюджетран пĕр тилĕшн 350-шер тенкĕ пама йышăннă. 2014-2015 çулсенче кунти сунарçăсем райветстанцие 130тилĕ тытса панă.

Халĕ сунарçăсем те юр çăвасса ктеççĕ /унсăр тискер çак чĕр чуна тытма йывăр/, те урăх сăлтавсем чăрмантараççĕ, тилĕ тытасси ытти çултипе танлаштарсан начартарах пырать-мĕн. Чăваш патшалă ветеринари службинче вара чан çапаççĕ: тилĕсем хушшинче урнă чир 2015 çултанпа ÿссех пырать. Урнă чирпе тата тилĕсен йышне чакарас енĕпе кĕрешнипе пĕрлех Чăваш Республикинчи ветеринари служби черетлĕ хут тискер чĕр чунсен вакцинацине ирттернĕ.



Газета "Хресчен сасси"
30 ноября 2017
15:57
Поделиться